Ака вăхăтӗнче техника лайăх ӗçлемелле

15.04.2018 20:43 | Хусан (Казань) Печать

Ака вăхăтӗнче техника лайăх ӗçлемелле

Тутарстанра ял-хуçалăх техникине 2018 çулхи акана хатӗрлесе çитернине тӗрӗслеççӗ. Механизаторсем тракторсене хатӗрлӗх линейкине кăларса тăратаççӗ. Тормозсенчен, руль управленийӗнчен пуçласа сасă сигналӗ таранччен лайăх ӗçлемелле. Çакнашкал тӗрӗслевсен кирлӗлӗхне те ăнлантарма пулать. Ака-суха вăхăтӗнче техника шанчăклăхӗнчен ӗç тухăçлăхӗ кăна мар, трактористсен сывлăхӗ те килет.
Пурӗ 2018 çулхи ака кампанийӗнче Тутарстанра 11 пин трактор, 6 пин сеялка, 5 пин культиватор, 600 ытла ака комплексӗ ӗçлемелле. ТР ял хуçалăх министерстви пӗлтернӗ тăрăх, хальхи вăхăта тракторсен хатӗрлӗхӗ 90 процент, сеялкăсемпе культиваторсен - 96. Республика çулсерен 5-6 млрд тенкӗлӗх техника çӗнетет. Пӗлтӗр 409 трактор, 151 тырă тата 41 чӗкӗнтӗр комбайнӗ туяннă.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике