Сувар

«СУВАР» ÇЫРĂНМА МАНМАН–И?

Подписка, 21 июня 2018 - 14:28
2018-06-21 14:28:00

Хаклă вулаканăмăрсем! 2018 çулăн иккӗмӗш çур çулӗ валли хаçат-журнал çырăнтарас кампани вӗçленсе пырать. Пӗр эрнерен те сахалрах вăхăт юлчӗ – июнӗн 28-мӗшӗнче çырăнтару вӗçленет. Çакна асра тытса «Сувар» çырăнса ӗлкӗрейменнисене васкама ыйтатпăр – кăçал 25 çул тултаракан хаçат малашне те кашни эрнекунсерен сирӗн киле килсе тăтăрччӗ. Хаçата кашни çыхăну уйрăмӗнчех çырăнтараççӗ. Çавăн пекех халӗ хаçата килтен тухмасăрах çырăнма та май пур, интернет тата банк картти кăна кирлӗ. Раççей Почтин https://podpiska.pochta.ru сайтне кӗмелле те регистрациленмелле, унтан хăвăр юратнă кăларăма суйласа илмелле, миçе уйăха çырăннине палăртмалла, адреспа ят-хушамата çырмалла, ун хыççăн банк картти урлă тӳлемелле. Пулчӗ те.

«Сувар» индексӗ Тутарстанра – П2340.

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: