Шартлама сивӗсем пуçланаççӗ

11.01.2018 10:43 | Хусан (Казань) Печать

Шартлама сивӗсем пуçланаççӗ

Тутарстанра çитес кунсенче сивӗ çанталăк тăрассине хыпарлать ТР Гидрометцентрӗ, тесе пӗлтерет «Татар-информ» ИА. Сывлăш температури паян çӗрле минус 17 градус таранччен анать.

Ыран, январӗн 12-мӗшӗнче, çанталăк тата сивӗрех пулать, çавăнпа урама тухнă чух ăшăрах тăхăнма ан манăр. Сывлăш температури ирхине тата çӗрле минус 12-рен пуçласа 17 градуса çитиччен анать, кунӗпе минус 16-ран 21 градуса çитет. Вырăн-вырăнпа юр çăвать. Çулсем пăрлакланаççӗ.

Январӗн 13-мӗшӗнче эрнери чи сивӗ кун пулать. Çӗрле тата ирхине  минус 19-тан пуçласа 21 градуса анать, хăш-пӗр районта минус 29 градуса та çитет. Кăнтăрла сывлăш температури минус 17 тата 22 градус пулать. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

 

 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике