Ял хӗрарăмӗсене ача çуратсан 100 000 тенкӗ параççӗ

10.02.2018 13:50 | Хусан (Казань) Печать

Ял хӗрарăмӗсене ача çуратсан 100 000 тенкӗ параççӗ

 

Тутарстанри ял хӗрарăмӗсене ача çуратсан кăçалтан 50-100 пин тенкӗ укçа пама тытăнаççӗ. Кун çинчен постановление ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин çак кунсенче алă пуснă. Официаллă документа право информацийӗсен сайтне вырнаçтарнă. Паллă ӗнтӗ, пӗр хутчен парăнакан пулăшăвăн тӗллевӗ – ялти демографие ӳстересси.

Документпа килӗшӳллӗн, кăçалтан 25-рен кӗçӗн хӗрарăма пӗрремӗш ачана çуратсан – 50 000, ялта пурăнакан, 29 çултан кӗçӗнрех хӗрарăмсене виççӗмӗш ачашăн 100 000 тенкӗ укçа параççӗ. Тӗп услови – çамрăк анне ялта пурăнаканни пулмалла.

Пособие илмешкӗн заявление республикăри укçан пулăшу паракан центра памалла. Кунтах укçине те тӳлӗç.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике