Кăмăлсăр çын çăхав çырать

11.02.2018 18:33 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Кăмăлсăр çын çăхав çырать

Ĕнер Кивĕ Çĕпрелĕнче иртнĕ райканаш пухăвĕнче ТР парламенчĕн спикерĕ  Фарид Мухаметшин  районăн экономикипе социаллă пурнăçне тĕплĕн хакларĕ. Çĕпрелсен экономики ытларах ял хуçалăхĕпе çыхăннă, кунта вара нефтехимири пек ÿсĕм кăтартма йывăртарах.

Тыр-пула кăçал сахал пуçтарман пулсан та, хаксем ÿсменнине пула унăн тупăшĕ курăнсах каймасть. Хăш-пĕр культурăсен хакĕсем анса ларни те савăнтармасть çĕр ĕçченĕсене. Сăмахран, пĕлтĕр хĕвелçаврăнăш килограмĕшĕн туянакансем 17 тенкĕ панă пулсан, кăçал ăна 14-па кăна илесшĕн. Çĕршывра сĕт хакĕ чакни те выльăх-чĕрлĕх тытакансемшĕн лайăх хыпар мар. Çăва тухсан вăл тата чакасси каламасăрах паллă.

Фарид Мухаметшин сăмахĕпе, Тутарстан Патшалăх Канашĕ кăçалхи бюджета пысăк дефицитпа йышăннă пулсан та, унта аграрисемпе животноводсене парăнакан субсидисене касман. Çавăнпа та "ĕне укçисене" фермерсемпе уйрăм хуçалăхра выльăх тытакаĕсем илĕç. 

Ака-суха çаврăнăвĕнчи çĕрсемпе ĕçлекенсен çăмăллăхĕсене те Тутарстанра касма тивĕç мар. Льготăпа  тракторсем илме май пурри те питĕ пысăк пулăшу.  

Çапах ÿсĕмсемсĕр те мар. Кил хуçалăхсенче мăйракаллă шултăра вылăх усрассипе Упи ял хутлăхĕ лайăх çитĕнÿсем тунă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ĕне шучĕ халăхра 150 пуç ытла ÿснĕ. Патшалăх Канашĕн Председателĕ кунта ял тăрăхĕн ертÿçин ĕçне ырларĕ. 

Парламент пуçлăхĕ Кивĕ Çĕпрелĕнчи промплощадка аталанма тытăннине те ырларĕ. Малашне резидентсем ытларах пуласса шаннине пĕлтерчĕ вăл. 

Районсен администраци аппарачĕн эффективлăхне Хусанта темиçе критерипе хаклаççĕ, çав шутра Кремле районтан килнĕ çăхавсен шучĕпе те. Фарид Мухаметшин сăмахĕпе, Çĕпрелĕнчи жалобасен шучĕ юлашки вăхăтра чакни, вĕсен тытăмĕ хаярлăхӗпе çивӗчлӗхне çухатса пыни - лайăх кăтартусенчен пĕри.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике