Александр Шадрикова Президент Тав çырăвне пачӗç

11.02.2018 19:16 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Александр Шадрикова Президент Тав çырăвне пачӗç

Çӗпрел райканашӗн 24-мӗш сессийӗнче района 5 çула яхăн ертсе пынă Александр Шадриков хăйне пуçлăх ӗçӗнчен хăтарма ыйтрӗ. Ун тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçласа пыма депутатсем Марат Гафарова çирӗплетрӗç. Пухăва хутшăннă ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин Александр Валерьевича Тутарстан Президенчӗн Тав çырăвне парса саламларӗ. 
Çӗпрел районӗ юлашки вăхăтра тунă нумай ӗçе Шадриковпа çыхăнтарма пултарать. Ялсенче çӗнӗ шкул çурчӗсемпе ФАП-сем, урамсене çул сарни тата ытти те. Район центрӗнче çар техникин паркӗ, амфитетар, çӳллӗ чиркӳпе пысăк мечӗт ӳссе ларни те çак çын ячӗпе историе кӗрсе юлӗç. Сахал мар турӗ вăл районшăн. Çакна унăн оппоненчӗсем те йышăнаççӗ.      
Александр Шадриков 2002 çулта районти БТИ уйрăмӗнче ӗçленӗ чухне ăна Çӗпрел районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗн председательне суйланине нумайăшӗ пӗлеççӗ. Çак должноç унăн политика карьери çине те витӗм кӳчӗ пулмалла. 2006-11 çулсенче район пуçлăхӗн çумӗнче ӗçлерӗ вăл, унтан пӗр вăхăт Чӗмпӗрти районсенчен пӗрне ертсе пычӗ. 2013 çулта тăван районне пуçлăх пулса таврăнчӗ. 
Александр Шадриков Çӗпрел районӗнче чăваш Акатуйне ирттерессине йăлана кӗртсе ячӗ. Çак эстафетăна çӗпрелсем малашне те тытса пырасса шанас килет. 
 


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике