17 район центрӗнче агропромпарк пулать

13.02.2018 11:38 | Хусан (Казань) Печать

17 район центрӗнче агропромпарк пулать

Ял хуçалăх продукцине вырнаçтарас тӗллевпе республикăри 17 районта агропромпарк тăвассине пӗлтернӗ ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов çак кунсенче ТР Министрсен Кабинетӗнче иртнӗ брифингра.

«Фермерсен агропромпаркӗсене район центрӗсенче уçма планлатпăр. Пӗрремӗшӗ Заинскра пулӗ», – тенӗ министр.

Туса лартнă миниагропромпарксене малашне потребительсен кооперативӗсен аллине парӗç, шăпах вӗсем йӗркелесе пырӗç те агропромпарксен ӗçне.

Кашни миниагропромпарка лартмашкăн Тутарстанăн бюджетӗнчен 120 миллион тенкӗ укçа парӗç. Муниципаллă район вара çӗр уйăрӗ, коммуникацисем кӗртӗ. (Сăнӳкерчӗк «Татар-информăн».


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике