Редактор

Редактор

22.11.2017 16:44

Саврăшпуçӗнчи Максимовсем виçӗ хваттерлӗ пулчӗç

(Л.Жаренова, автор сăнӳкерчӗкӗ).Çакăн пек пысăк савăнăç пулчӗ паян Аксу районӗнчи Саврăшпуç ялӗнче пурăнакан Галинăпа Федор Максимовсен çемйинче. Нумай ачаллă çемьесемпе тăлăхсене Аксу район центрӗнче çӗнӗ хваттерсен уççисене пачӗç. Калас пулать, Максимовсемсӗр пуçне районти пиллӗк е ытларах ачаллă тепӗр виçӗ çемьене патшалăх харăсах икшер, виçшер хваттер уйăрнă.

Галинăпа Федор Максимовсен çемйи таврара тӗслӗхре. Галина кӳршӗллӗ Савгачево шкулӗнче 30 çул ӗнтӗ ачасене чăваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Федор та ылтăн алăллă сварщик, тракторист. Вӗсем тăватă хӗрпе виçӗ ывăл çуратнă. Аслă хӗрӗ Надежда 28 çулта кăна пулсан та, пысăк çитӗнӳ тума ӗлкӗрнӗ, вăл Хусанти Экономика, управленипе право институчӗн Çырчаллинчи филиалӗн директорӗнче тăрăшать, ывăлӗсенчен асли – Дима хальхи вăхăтра салтакра, кӗçӗннисем тăваттăшӗ шкулта вӗренеççӗ-ха.

Максимовсем каланă тăрăх, икшер пӳлӗмлӗ тепӗр икӗ хваттерпе мӗн тăвассине шутламан-ха вӗсем, мӗншӗн тесен урăх пысăк ӗçсем нумай: ялти çуртран япалисене куçармалла, ачисене Аксу шкулӗсене вырнаçтармалла, хăйсем те ӗç вырăнӗ шырамалла. Ӗç тенӗрен, шкулта 30 çул ачасене вӗрентнӗ педагогпа Савгачево шкулӗ хальлӗхе уйрăласшăн мар-мӗн.

Сăмах май, федераллă программăпа кăçал Тутарстанри нумай ачаллă 50 çемьене çакăн пек парне кӗтет.

Нумай ачаллă çемьесенни пекех паян Аксу районӗнчи тăхăр тăлăхăн та пысăк савăнăç. Вӗсене те çӗнӗ хваттер пачӗç-çке. Тăлăхсемшӗн ку тата пӗлтерӗшлӗрех, вӗсен халӗ хăйсен кӗтесӗ пур, ку вара укçаран та хаклăрах.

22.11.2017 14:18

Йӗркене пăсакан тараймасть

Республикăри автоинспекторсем çул-йӗр йӗркине пăсакансене тупса палăртас тӗлӗшпе хăйне евӗрлӗ рейд йӗркеленӗ. Автоçула аэростатпа тӗрӗслеççӗ. Çапла майпа çул-йӗр йӗркине пăсакан пӗр автомобилист та вӗсен тимлӗхӗнчен пăрăнаймасть. Росгварди сотрудникӗсем хальхи вăхăтра Хусан -Арск автоçула аэростатран сăнаççӗ. Камера виçӗ çухрăм радиусра мӗн пулнине йăлтах кăтартать. Уйрăм тимлӗх умри машинăран юраман вырăнта иртсе йӗркене пăсакансене пулӗ. Шăпах çакăн пек водительсене пула çулсем çинче инкексем пулаççӗ-çке.

Иртнӗ эрнере аэростатпа Хусан-Оренбург çулăн час-часах аварисем пулакан хăрушă участокне тӗрӗсленӗ. (Р. Шафиева сăнӳкерчӗкӗ).

22.11.2017 13:49

Мӗншӗн пире намăс, тутарсене – çук?

Чăвашсем тăван чӗлхе кирлӗ мар тесе унран пăрăннă вăхăтра тутарсем чӗлхине Европăра сараççӗ. «Татар-информ» ИА «Крымские новости QHA» хыпарӗ çине таянса пӗлтернӗ тăрăх, çак кунсенче Румынири Констанца хулинчи Овидия университетӗнче историпе политологи факультечӗн никӗсӗнче «Турккă тата тутар историйӗсем» кафедра ӗçлеме пуçланă. Чăн та, ăна Турци Республикин Министрсен Кабинечӗ çумӗнчи Çыхăну тытассипе тата координацилессипе ӗçлекен агентстви пулăшнипе уçнă-ха. Апла пулин те – факт. ТР Президенчӗн Р.Миннихановăн темиçе çул каяллах: «Тутар пулма паян намăс мар», – тенӗ сăмахӗсемпе мӗнле килӗшмӗн-ха капла?

Овидия университетăн историпе политологи факультетӗнче 2014 çултанпа тутарсен историне вӗрентеççӗ-мӗн. Çӗнӗ кафедра вара ку ӗçе тата анлăлатӗ, кунта тутар халăх историне кăна мар, этносăн политикăпа социаллă пурнăçне, культурине, Румынири тутар обществин наци пурнăçӗ мӗнле хастарланнине тӗплӗн вӗренӗç. Мӗнех калăн, маттур тутарсем. Чăвашсем эпир анне чӗлхине мӗншӗн сумран кăлартăмăр-ши?!

 

22.11.2017 12:53

Заводра каллех пушар

Паян ирхине 6.33 минутра Хусанти тар завочӗн территорийӗнче пушар тухнине 112 телефонпа экстреннăй службăна шăнкăравласа пӗлтернӗ. Хусанти пушарпа çăлав гарнизонӗн подразделенийӗн çăлавçисем çитнӗ чухне завод территорийӗнчи уйрăм ларакан пӗр çуртăн тăрри çуннă. Телее, ăна сӳнтерме çăлавçăсене хушма пулăшу кирлӗ пулман, пушара 7.05 сехетре йăлтах сӳнтернӗ. Инкекре никам та сиенленмен. Хусан çыннисемшӗн хăрушлăх çук.

22.11.2017 11:34

WorldSkills-2019 чемпионата 1500 çын хутшăнать

2019 çулта Хусанта ӗç профессийӗсен ăсталăхӗпе иртекен WorldSkills тӗнче чемпионатӗнче 50 ытла компетенципе 1500 çын ăмăртӗ. Вӗсене 250 пин ытла хăна сăнӗ, çапла пӗлтернӗ РФ вице-премьерӗ Ольга Голодец чемпионатăн йӗркелӳ комитечӗн ларăвӗнче. Вăл каланă тăрăх, кăçал 5 пин ытла вӗрентекен WorldSkills стандарчӗпе ăсталăха ӳстернӗ. Кунсăр пуçне кăçал Раççейре чемпионатăн репетицийӗ те иртрӗ. Унта ятарлă вăтам пӗлӳ паракан 242 колледжран 13810 студент WorldSkills стандарчӗсемпе экзамен тытрӗ. 

22.11.2017 11:20

Сасăсем хӗтӗртнӗ...

30 çулти хӗрарăм-преступника ӗненес пулсан, Çырчалли хулинче октябрӗн 29-мӗшӗнче пулнă хăрушă преступленин сăлтавӗ темле сасăсенче, шăпах вӗсем 53-ри тăван амăшне вӗлерме хушнă та имӗш. Çак тӗллевпе вăл çӗçӗ илнӗ те çывăракан инвалид-амăшне темиçе хутчен кăкăрӗнчен чикнӗ, унтан пӳлӗмрен тухнă. Анчах та кăшт вăхăт иртсенех хăй шухăшне пурнăçа кӗртнине тӗрӗслеме тесе пӳлӗме таврăнма шутланă, анчах амăшӗ çак вăхăтра алăка шалтан питӗрсе илме ӗлкӗрнӗ. Хытă кăшкăрса пулăшу ыйтнă сасса илтсе кӳршисем йӗрке хуралçисене чӗнтернӗ те.

Допросра хӗрарăм амăшне вӗлерме пуçри темле сасăсем хушнине каланă. Хальхи вăхăтра ăна психиатри диспансерне вырнаçтарнă, уголовнăй ӗçе малалла тӗпчеççӗ.

22.11.2017 11:11

Кӗрхи призыв. Хальхинче çул Инçет Хӗвел тухăçа

Кӗрхи призыв малалла тăсăлать. Ӗнер Республикăн пухăнмалли пунктӗнчен 189 призывника хӗсмет иртме Инçет Хӗвел тухăçне ăсатрӗç. Тăван çӗршыв умӗнчи тивӗçе вӗсем Уссурийск, Хабаровск тата Биробиджанри сухопутный çарсенче пурнăçлӗç. Инçет Хӗвел тухăçне çулсерен Тутарстан призывникӗсен 15-20 проценчӗ каять. Асăнса хăварар, каччăсен çар пурнăçӗ чаçе çитсен мар, асăннă пунктра çар тумне тăхăннинченех пуçланать.

Йăлана кӗнӗ тăрăх, Хусан студенчӗсем хальхинче те призывниксем валли лайăх концерт хатӗрленӗ. Уяв вара хисеплӗ караул Раççей, Тутарстан ялавӗсене йăтса тухнинчен тата çар оркестрӗ патшалăх гимнӗсене каланинчен пуçланчӗ. Призывниксене çар комиссариачӗн тата тӗн представителӗсем хӗсмете лайăх иртме ăнăçу сунчӗç.

Тутарстан çар комиссарӗ С.Погодин каланă тăрăх, ӗнер 20 «срочника» хӗсмет иртме Крымри шефа илнӗ çар чаçне те ăсатнă. Кӗрхи призывран унта кайнă виççӗмӗш ушкăн ӗнтӗ ку.

Республикăра салтак юрри декабрь уйăхӗн çурричченех янăрӗ-ха. Шăпах çавăн чух кӗрхи призыв вӗçленет. Хальхи вăхăтра 1288 призывника çӗршыври çар чаçӗсене ăсатнă та ӗнтӗ. (А.Эшкинин сăнӳкерчӗкӗ).

21.11.2017 17:10

ВИЧ – приговор мар, çапах та тӗрӗслен!

Пӗтӗм тӗнчери СПИДпа кӗрешмелли куна (декабрӗн 1-мӗшӗ) халалласа иртекен «Стоп ВИЧ/СПИД» Раççей акцине Тутарстан та хутшăнчӗ. Мероприятисем пирӗн республикăра Раççей акцийӗ иртнӗ вăхăтра кăна мар, икӗ эрнех тăсăлаççӗ. Ноябрӗн 21-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 3-мӗшӗччен, учрежденисенче ВИЧ-статуса тӳлевсӗр экспресс-тест туса тӗрӗслеме пулать. Çакăн пек пӗр площадкăна обществăлла вырăнта та йӗркелеççӗ. Тӗрӗслев иртекен çын 18 çул тултарнă пулсан, унран нимӗнле документ та ыйтмаççӗ, тӗрӗслев анонимлă. Енчен те тӗрӗсленес текен çамрăк 18 тултарман пулсан вара ашшӗ-амăшӗ ирӗк панине ӗнентерни кирлех. Ытти çулсенче çакăн пек экспресс-тест валли сурчăк илнӗ пулсан, кăçал пӳрнерен юн памалла. Результатсем тепӗр 15 минутранах паллă пулаççӗ.

СПИДпа тата инфекцилле чирсемпе кӗрешекен, профилактика ирттерекен республика центрӗн тӗп тухтăрӗн ертӳçи Г.Чернобровкина пӗлтернӗ тăрăх, «Новый век» ыркăмăллăх организацийӗпе вӗсем республикăри аслă шкулсенче тата предприятисенче мероприятисем ирттереççӗ. Çапла майпа çамрăксене ВИЧ/ СПИД проблеми çинчен тепӗр хут аса илтереççӗ.

Телее, ытти республикăсемпе танлаштарсан, пирӗн республикра ВИЧ-инфекципе чирлекенсен шучӗ чакни сӗсӗнет.

21.11.2017 16:29

Чи лайăх вăрлăх Пăвара

ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Ахметов каланă тăрăх, республикăра вăрлăх валли тырă енӗпе йывăрлăхсем çук, хальлӗхе 353 пин тонна хатӗрлесе хунă. Ку вăл 101 процент. Пӗтӗмпе республикăна акма 350 пин тонна тырă вăрлăхӗ çителӗклӗ. Анчах та вăрлăх фондне çӗнетмелле-мӗн, çак тӗллевпе республикăри элитлă вăрлăх ӳстерекен хуçалăхсенчен туянмалла. Чи паха вăрлăх республикăра хальлӗхе пăвасен. Вӗсен вăрлăх фндӗнче элитлă тата оригиналлă вăрлăхăн шайӗ 76 процент. Менделеевск районӗнче вара кун пек вăрлăх вуçех те çук. Пӗкӗлме, Аксу, Ютаза районӗсенче те 1-6 процент кăна.

М.Ахметов çитес çул республикăра вăрлăх упрамалли кӗлетсене тӗпрен юсас программа хута кайнине пӗлтерчӗ. «Чи малтан ку программа вăрлăх упрама условисем çук хуçалăхсем валли кирлӗ. Çавăнпа ку пулăшупа усă курса юлăр»,– тенӗ вăл кун пирки.

21.11.2017 13:35

Ку эрнере Хусанта ял çамрăкӗсен форумӗ

Ноябрӗн 24-26-мӗшӗсенче Хусанта Тутарстанри ял çамрăкӗсен форумӗ пулать, тесе пӗлтерет ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин пресс-служби.

Мероприятие республикăри Ял çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн районсенчи уйрăмӗсенче тăракан 18-35 çулти хастар çамрăксем хутшăнаççӗ.

Форумра «Ял çамрăкӗсем 2014-2020 çулсенче» программа пурнăçа мӗнле кӗнине тата республикăри Ял çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗн ӗçне пӗтӗмлетӗç.

Çамрăксем валли республикăри министерствăсемпе ведомствăсен представителӗсемпе тӗлпулусем, ял туризмне аталантарас ыйтупа çавра сӗтелсем, тренингсем, лекцисем йӗркелеççӗ. ( К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

<< Первая < Предыдущая 1 2 3 4 5 6 7 8 9 10 Следующая > Последняя >>
Страница 1 из 123
В Республике