Сувар

г. Казань

16+
Congratulations

Петр Александровичпа Галина Ивановна ЕВЛАМПЬЕВСЕМ пӗрле50 çул пурăнаççӗ

14 марта 2025, 15:09

17

0

0

Петр Александровичпа Галина Ивановна ЕВЛАМПЬЕВСЕМ пӗрле50 çул пурăнаççӗ

Аксу районӗнчи Çӗньял ялӗнче пурăнакан Петр Александровичпа Галина Ивановна ЕВЛАМПЬЕВСЕМ пӗрлешсе çемье çавăрнăранпа мартăн 15-мӗшӗнче 50 çул çитет. Хаклă аттепе аннене, кукаçипе кукамая ылтăн туй ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Тӗнчери мӗнпур ырлăха сунатпăр сире. Яланах хаваслă, чунăрсемпе çамрăк пулăр, тăван кил ăшшине упраса нумай-нумай çул пурăнăр.

Ылтăн туй ячӗпе саламлатпăр сире,

Килӗшӳллӗн тапайтăр ялан ик чӗре.

Пурнăçра юрату вăй парса тăрсан,

Ватлăх тартăр сиртен аякран-аякка.

Кил тӗрекӗ – атте, чун тӗрекӗ – анне,

Йышăнсамăр тăван ачăрсен саламне.

Сиртен хаклă çынсем урăх çук тӗнчере,

Сирӗн çутă сăнарăр пирӗн чун-чӗрере. 

Хӗрӗсемпе кӗрӳшӗсем тата 6 мăнукӗ.

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев