Сувар

САЛАМЛАТПĂР ЧУНТАН!

--, 8 августа 2018 - 17:05
83
0
0

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Пăрăнтăк станцийӗнче пурăнакан Алевтина Алексеевна КАЗАКОВА августăн 6-мӗшӗнче 55 çул тултарчӗ. Юратнă мăшăрăм, хӗрӗм, анне, кукамай, асанне! Эпир сана юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр сунатпăр.

Чи ăшă сăмахсем калатпăр

Юратнăран чун-чӗререн.

Пур ырлăха сана сунатпăр,

Эс пурăнсамччӗ çӗр çулччен!

Мăшăрӗ, амăшӗ, Гужовсем, Казаковсем, Максимовсем, Гусевсем, 5 мăнукӗ тата çывăх тăванӗсем.

***

Пăва районӗнчи Пӗчӗк Пӳркел ялӗнче пурăнакан Галина Николаевна САКСОНОВА августăн 7-мӗшӗнче 50 çул тултарчӗ. Эпир, пӗтӗм тăванӗ,  ăна юбилей ячӗпе чунтан саламлатпăр. Вăрăм кун-çул, çутă телей, ватăличчен пурăнма çирӗп сывлăх сунатпăр.

Кун-çулу телейлӗ пултăр,

Такăнмасăр ут та ут.

Пуçу çийӗн тек йăл култăр

Сар хӗвел çути çап-çут.

Нихăçан вăй-хал ан чактăр,

Пул эс сывлăхлă ялан.

Эпир ăшшăн саламлатпăр

Ыр сунса сана чунтан.

Хреснамăшӗ Юлия, Раковсемпе Аверинсен çемйисем.

***

Хисеплӗ аттене, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан Иван Павлович КУЗНЕЦОВА 80 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр. Аннепе пӗрле тăватă ача çуратса виççӗшне ӳстерсе пурнăç çулӗ çине тăратнăшăн сире таймапуç. Иксӗре те çирӗп сывлăх сунатпăр, эсир юнашар пулнишӗн эпир хамăра чи телейлӗ ачасем тесе шутлатпăр.

Ан чирле, ан ватăл нихăçан,

Пул хаваслă кăмăллă ялан.

Эс пурри пире савăнтарать,

Пурăнма вăй-хал парса тăрать.

Юратнă мăшăрӗ, ывăлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗпе кӗрӳшӗ, мăнукӗсем тата  кӗçӗн мăнукӗсем.

***

Юратнă анне, кукамай, акка, йăмăк, Алексеевски районӗнчи Чăваш Майнинче пурăнакан Наталья Семеновна Миронова ыран, августăн 4-мӗшӗнче, 70 çул тултарать. Эпир ăна юбилей ячӗпе ăшшăн саламлатпăр, нумай-нумай çул пурăнма, ырлăх-сывлăх сунатпăр. Ӗмӗр сукмакӗ яланах çутă та такăр пултăр.

Çирӗп пултăр санăн сывлăху,

Чечеклентӗр пӗрмай пурнăçу.

Килсех тăтăр тата ăнăçу,

Ан çухалтăр нихçан савнăçу.

Пурлăх тени тăтăр тăкăнса,

Пурăн эсӗ чирлемесӗр, ыр курса.

Юратса: хӗрӗ, кӗрӳшӗ, мăнукӗсем, акăшӗпе йăмăкӗ тата шăллӗсем.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: