Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Саламланисем

Семен Моисеевич ЕЛИСЕЕВ 90 çул тултарчĕ

22 марта 2024, 11:57

143

0

1

Семен Моисеевич ЕЛИСЕЕВ  90 çул тултарчĕ

Аксу районӗнчи Емелькино ялӗнче пурăнакан Семен Моисеевич ЕЛИСЕЕВ çуралнăранпа мартăн 20-мӗшӗнче 90 çул çитрӗ. Хаклă та юратнă мăшăра, аттене, кукаçее, асаттене çак сумлăран та сумлă юбилей ячӗпе чун-чӗререн саламлатпăр! Тӗнчери мӗнпур ырлăха, юман пек çирӗп сывлăх, вăрăм ӗмӗр, иксӗлми телей, тулăх пурнăç, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, пурнăçăн анлă çулӗпе тата нумай çул чирлемесӗр хавхаланса утма, пире савăнтарса пурăнма сунатпăр. Санăн куçусем телейпе çуталччăр. Эпир сана çав тери юрататпăр, санăн умăнта çӗре çити пуç таятпăр.Тăван кил тӗрекне упраса нумай-нумай çул пурăн. Вăрăм ӗмӗр пиллетпӗр сана, вăй-халу яланах иксӗлми пултăр. 

Пурăнма сунатпăр çӗр çулччен, 
Пултăр сывлăх мӗн ватăличчен. 
Эс пурри пире савăнтарать,
Пур тăван та сана саламлать. 

Ăшă салампа юратнă мăшăрӗ, хӗрӗсем, ывăлӗ, кӗрӳшӗсем,5 мăнукӗ, 7 кӗçӗн мăнукӗ.

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев