Сувар

ЮБИЛЕЙПЕ, ВИТАЛИЙ НИКОЛАЕВИЧ!

--, 5 июня 2018 - 13:55
163
0
1

Прозаика тата публициста, РФ Писательсен, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗсен пайташне, чăваш халăх академикне, таврапӗлӳçе, ЧНКА активистне, вунна яхăн кӗнеке авторне, Павлă хулинче пурăнакан Виталий Николаевич КОЗЛОВА 70 çулхи юбилей ячӗпе хӗрӳллӗн саламлатпăр. Çирӗп сывлăх, телей, ăнăçу, çӗнӗ çитӗнӳсем сунатпăр.

Сумлă ят мăнаçланмалăх пур,

Малашне те чыс, хисеп çеç кур.

Харсăрлăх ан патăр лăпланма,

Ӗçӳсем хистеччӗр ăмсанма!

Чăваш халăх ăс-хакăлпа ӳнер академийӗн Тутарстанри уйрăмӗ, ТР Чăваш таврапӗлӳçисен союзӗ, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗ, юлташӗсем.

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: