Паттăрсем манăçмалла мар

06.09.2017 18:30 | Çĕпрел (Дрожжановский) Печать

Паттăрсем манăçмалла мар

Çӗпрел тăрăхӗнче çуралса тӗрлӗ çӗрте пурăннă паллă ентешсен, Павел Мироновăн тата Анатолий Чебановăн чултан касса тунă сăнӗсем ӗмӗрлӗхех район центрӗнче вырнаçрӗç.
Паллă ентешсен аллейине Кивӗ Çӗпрелӗнче Республика тата район кунӗсене халалланă уявра уçрӗç. Асăннă çынсемсӗр пуçне çак аллейăна Заки Нури сăвăçăн тата Шараф Мударрис çыравçăн бюсчӗсем вырнаçнă.
Чаплă церемоние Çӗпрел муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Александр Шадриков, палăксен авторӗ Николай Кондрашкин скульптор, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн секретарӗ Евгений Турхан, Ульяновск облаçӗнчи паллă чăваш поэчӗ Анатолий Юман тата ытти хăнасем хутшăнчӗç.
Александр Шадриков çитӗнекен ăрăва патриотизм воспиатнийӗ парас ӗçре çакнашкал палăксен пӗлтерӗшӗ пысăк пулнине палăртрӗ. «Эпир хамăрăн паллă çынсене, паттăрсене пӗлмелле, вӗсен хăвачӗпе хавхаланмалла, ырă ӗçӗсене асра тытмалла!» – тесе каларӗ Александр Валерьевич.
Павел Миронов та, Анатолий Чебанов та Çӗпрел районӗн кăна мар, Тутарстанăн, пӗтӗм чăваш тӗнчин паллă çыннисем. Пӗри çӗршывӗпе паллă математик, вӗрентӳ кӗнекисен авторӗ пулсан, тепри чăваш драматургинче çӗнӗ çăлтăр пулса тăчӗ. Заки Нури тутар литературинче кăна мар, публицистикăра та палăрчӗ. Шараф Мударрис çыравçă чăвашларан нумай куçарнине пӗлетпӗр. Çак аллея ытти районсемшӗн тӗслӗх пулса тăрать.
Мероприяти тутар тата чăваш поэчӗсем сăвăсем вулассипе вӗçленчӗ.


Будь в курсе последних событий! Читай tatmedia.ru


Оценить
(0 голоса)

комментарии  

 
#2 Н.Кондр. 08.09.2017 19:35
Я выражаю благодарность всем тем, кто принял участие и поддержал авторскую группу в создании аллеи просветителей и лично главе администрации Дрожжановского района Александру Валерьевичу Шадрикову за понимание важной учебно-воспитательной роли данного культурно-просветительско го проекта для подрастающей молодежи. Спасибо cоавторам!. С уважением, автор проекта: скульптор Н. Кондр.
Цитировать
 
 
#1 Наталья 07.09.2017 09:11
А.В. Шадрикову
В последние году в Дрожжановском районе увлеклись памятниками. Это может быть с одной стороны хорошо, уважение людям ушедших в мир иной. Не спору. А по качеству памятники -худшие по всей Республики Татарстан. Они все одинаковые, стандартные . Это раздражает посетителей парка, где установлены памятники...и родственников.
Просим Вас учесть наши мнение по этому поводу...
Цитировать
 

Добавить комментарий


Защитный код
Обновить

В Республике