Сувар

ÇЫН АЛЛИПЕ КĂВАР ТУРТМАÇÇӖ

Хисеплӗ çыравçăн ырă ятне варалас текенсем ун ятӗнчен прокуратурăна çăхав çырнă

Aксу районӗнчи МЮД поселокӗнче пурăнакан хисеплӗ авторăмăр, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен тата ЧР Писательсен союзӗсен пайташӗ Ирина Михайловна Степанова çак кунсенче редакцие пăшăрханса шăнкăравларӗ. Яланах тӗрӗслӗхшӗн çунакан, тӳрӗ кăмăллă та хисеплӗ çыравçăн ырă ятне варалас текенсем тупăннă иккен. Июнӗн 2-мӗшӗнче такамсем ун ячӗпе Тутарстан Прокурорӗ И.С.Нафиков патне çăхав янă.

Çырура Трудолюбово ял хутлăхӗн пуçлăхӗн Светлана Александровна Тарасовăн ӗçне УБЭПа явăçтарсах тӗрӗслеме ыйтнă. Вăл хăй тивӗçне кирлӗ пек пурнăçламасть, хăратса халăхран налук укçине пуçтарать, вырăнти Культура çурчӗн ӗçченӗсене хӗсӗрлет, сулăм укçине ăçта янине халăха пӗлтермест, ӗç машинипе те хăйне кирлӗ пек усă курать имӗш. Ял хутлăхӗн пуçлăхӗн малтанхи ӗç вырăнӗсене те, темиçе çул каяллах çут тӗнчерен уйрăлнă амăшне бухгалтер пулса ӗçленӗ вăхăтра пысăк пенси укçи туса панине те асăнмасăр хăварман. Çăхава мӗншӗн Трудолюбово ял хутлăхӗн çыннисем мар, МЮД ял хутлăхӗнче пурăнакан пӗрремӗш ушкăн инваличӗ Ирина Степанова çырнине те ăнлантарнă – ял çыннисем çырсан «хута кӗрекенӗ» пур пуçлăх вӗсене пурнăç памасран шикленеççӗ-мӗн.
Пуçлăха халăх критиклесси вăл нихăçан та çӗнӗлӗх пулман-ха. Кăмăлсăрри яланах тупăнать, анчах мӗншӗн-ха çын аллипе кăвар туртмалла? Тепӗр çыннăн ырă ятне вараламалла? Сăмах май, кун пек хăтлану пӗрре те ача вăййи мар, И.М.Степанова ячӗпе çыру çыраканни хăй РФ Административлă кодексăн 13-мӗш статйин 11-мӗш пайне пăснине (çыннине пӗлтермесӗр унăн даннăйӗсемпе усă курни) шута илмен ахăр.
Ял хутлăхӗн пуçлăхӗн ӗçӗпе кăмăлсăр, унăн çитменлӗхӗ пур-тăк, мӗншӗн-ха ял пухăвӗнче тăрса халăхпа пӗрле ыйту çӗклемелле мар? Мехел çитменни, вăрттăн çыртас йăла пӗтерет пире.
– Июнӗн 7-мӗшӗнче мăшăрăм​ Юрий Леонтьевич ТР Прокуратуринчен килнӗ çырăва илсе кӗчӗ. Адресне курсанах хытă тӗлӗнтӗм-ха, уçса вуларăм та... Республика Прокуратури ман ыйтăва пăхса тухма Аксу​ район прокуратурине янине хыпарлать. Прокуратура таврашне хам нимӗнле çыру та çырманнипе приемнăйне шăнкăравласах тӗрӗслерӗм. Çыру копине ярса парсан тата хытă тӗлӗнтӗм. Светлана Александровна çинчен çырнипе пӗрре те килӗшместӗп. Мӗншӗн тесен эпир пӗр ялта пурăнатпăр, вăл мӗнле çын пулнине лайăх пӗлетӗп. Ун пек тӳрӗ кăмăллă, тăрăшуллă специалист районта та сахал пирӗн.​ Çыру авторӗсене ахаль хăварас теместӗп. Паян кăна ку ӗçе тӗрӗслеме, хамăн ырă ята тавăрма ыйтса ТР Прокурорӗ И.С.Нафиков патне çырса ятăм,​ – терӗ​ Ирина Михайловна пирӗнпе телефонпа çыхăнса. ​
Ял çыннисем мӗншӗн С.Тарасовăна​ курайманнине те тавçăрать штатра​ тăман авторăмăр. Июнӗн 2-мӗшӗнче ялти тепӗр активист, 2012–2017 çулсенче вырăнти Ветерансен канашне ертсе пынă отставкăри майор Леонид Евгеньевич Лимонов сасартăк вилсе кайсан, ăна юлашки çула тивӗçлӗн ăсатма пулăшни хăш-пӗрне кăмăла кайман ахăр. Камчаткăра службăра тăнă ентеш отставкăна кайсан тăван яла ватă ашшӗ-амăшне пăхма таврăннă пулнă иккен. Офицера халăх хăйех Ветерансен канашӗн председательне лартнă-ха. Паллă ӗнтӗ, çар çынни ял-йышшăн сахал мар тăрăшнă, тен, тепӗр чух хытăрах та каланă. Кун пек чух кăмăлсăррисем хăйсене нумай кӗттермеççӗ, вăрттăн та пулсан çыртма пăхаççӗ. Апла пулин те, вилнӗ çынна тивӗçлӗн пытармалла мар тенине пӗлтермест вӗт ку? Çитменнине тăванӗсем аякра пулнăран хăвăрт килсе çитеймеççӗ пулсан. Кун пек лару-тăрура вилене пытарассине влаçри çын хăй çине илни пӗрре те закона пăсни шутланмасть вӗт.
Çăхав прокуратурăна çитнӗ-тӗк, ăна тимлӗхсӗр хăвармаççех. Трудолюбово ял хутлăхӗн пуçлăхӗн С.А.Тарасован ӗçне июль уйăхӗн пуçламăшӗнче тӗрӗсленине пӗлтӗмӗр. Хаçата пичете парас умӗн çак ыйтăва уçăмлатас тӗллевпе Аксу район прокуратурине ятарласах шăнкăравларăмăр. Район прокурорӗн çумӗ Лариса Георгиевна Горожанкина пире: «И.М.Степанова ячӗпе килнӗ çăхава, аноним пулсан та, пăхса тухрăмăр. Трудолюбово ял хутлăхӗн ӗçне Тӗрӗслевпе шутлав палати тата Казначейство департаменчӗ тӗрӗслерӗç. Вӗсем С.А.Тарасова ӗç йӗркине пăснине асăрхаман», – тесе хуравларӗ. ​
Эппин, ку ăнсăрт шыва пăтратни кăна. Апла-и, капла-и – ырă çыннăн ячӗ вара вараланнă.​ Хисеплӗ çыравçăран каçару ыйтакан тупăнӗ-ши?

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: