Сувар

157 ЯЛĂН «ТУРИЛККЕ» ТУЯНМАЛЛА

Спутник антеннишӗн тăкака патшалăх саплаштарать, анчах туяннă, лартнă хыççăн кăна.

Шел те, географи сăлтавӗсене пула республикăри 157 ял (пӗтӗмпе 12 пин ытла кил хуçалăхӗ) цифра телевещанийӗн сигналне йышăнаймасть. Ку тăрăхри çынсенчен чылайăшӗ спутник телевиденине пăхаççӗ. Çуккисен «турилккене» туянмах тивет. Шел те, спутник телевиденийӗ тӳлевлӗ. Анчах федераллă 20 каналăшăн тӳлемелле пулмасть, кăна патшалăх саплаштарать.

Çӗнӗлӗхе пула республикăра пӗр çын та телевиденисӗр ан юлтăр тесех  ТР Правительстви сахал тупăшлă çемьесене пулăшма икӗ постановлени кăларнă. 

  1. Цифра сигналӗ пур вырăнсенче пурăнакан сахал тупăшлă çемьесене приставка тата антенна туянма  пиншер тенкӗ субсиди параççӗ.
  2. Цифра сигналне тытман, çӳлерех асăннă 157 ялти сахал тупăшлă çемьесене спутник антеннине туянма 7300 тенкӗ субсиди параççӗ. Ăна илес тесен çемье тупăшӗ çинчен справкăпа туяннă тата вырнаçтарнă антеннăн чекӗпе пӗрле вырăнти социаллă хӳтлӗх уйрăмне каймалла.
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: