Сувар

300 ял шкулӗ ҫӗнӗ оборудованипе пуянланӗ

Унсӑр пуҫне Пӑва, Пӗкӗлме, Заинск, Кайпӑҫ, Ҫӳльту, Нурлат районӗсенче хӑш-пӗр шкулсенчи спортзалсене юсаҫҫӗ

Республикӑри 300 шкулта «Информатика», «ОБЖ» и «Технология» класӗсене ҫӗнӗ оборудованипе тивӗҫтерӗҫ. Кун ҫинчен журналистсене ТР вӗрентӳпе наука министрӗ Рафис Бурганов пӗлтернӗ. 

"Вӗрентӳ" нацпроектӑн "Хальхи шкул" регион проекчĕпе килӗшӳллӗн кӑҫал 97 ял шкулӗнчи оборудованине ҫӗнетсе ӗлкӗреҫҫӗ. 2020-2022 ҫулсенче ытти 203 ял шкулĕнче классем улшӑнӗҫ. 

Кӑҫал ҫак тӗллевсене республика бюджетӗнчен 29,5 млн тенкӗ, федераллӑ бюджетран 125,5 млн тенкӗ уйӑрӗҫ. Оборудованипе сентябрӗн 20-мӗшӗччен тивӗҫтермелле шкулсене. 

Кӑҫал "Вӗрентӳ" нацпроекта пурнӑҫласа Тутарстан пилӗк федераллӑ проекта хутшӑнать: «Современная школа», «Молодые профессионалы», «Цифровая образовательная среда», «Успех каждого ребенка»,  «Поддержка семей, имеющих детей».

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: