Сувар

Ачасен ӳкерчӗкӗсем çул-йӗр çинчен

Конкурса çул-йӗр пăтăрмахӗсене профилактикăлас тӗллевпе ирттереççӗ, ачасене çак ӗçе ӳнерпе эстетика хăнăхăвӗсене аталантарса явăçтараççӗ

 2020 çулхи февралӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа мартăн 25-мӗшӗччен Наташа Едыкина ячӗллӗ çул-йӗр пăтăрмахӗсенче инкеке лекнисене тӗрев паракан ыркăмăллăх фончӗ Халăхсем хушшинчи хӗрарăмсен кунне халалланă çул-йӗр правилисен темипе Пӗтӗмраççейри III «С «СУПЕР-МАМОЙ» мы уже изучаем ПДД» ача ӳкерчӗкӗсен конкурсне ирттерет.

Конкурса çул-йӗр пăтăрмахӗсене профилактикăлас тӗллевпе ирттереççӗ, ачасене çак ӗçе ӳнерпе эстетика хăнăхăвӗсене аталантарса явăçтараççӗ.

Çул çине тухсан тимлӗ пулмаллине ачасене ăнлантарасси, çул-йӗр хăрушсăрлӗн облаçӗнче ашшӗ-амăшӗсене активлăрах тăвасси, сывă, хăрушлăхсăр пурнăç йӗркине пропагандăласси – конкурсăн тӗп тӗллевӗсем.  

«Светофор наукипе ачалăхăн ырă çулӗсемпе» программăпа килӗшӳллӗн  пурнăçланать.
Конкурсра 3-14 çулти ачасем хутшăнма пултараççӗ. Заявкăсене электронлă майпа
Word форматпа тата пултарулăх ӗçӗсене сканерласа, алă пусса çирӗплетсе
blag.fond-dtp.konkurs@yandex.ru электронлă почтăпа ярса памалла.

Тӗплӗнрех  89039476681 телефонпа ыйтса пӗлме пулать.

Реклама

Хусаин Хасанович Валиахметовăн «Мальчик из Солнечного» кӗнекинчи А.Мамаев ӳкерчӗкӗсем

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: