Сувар

Афган вӑрҫин ветеранӗ ҫӗнӗ кӗнеке кӑларнӑ

Поэзире те, драматургире те унӑн пултарулӑхӗ Афган вӑрҫи тавра "явӑнать"

Февралӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Наци библиотекинче (Шупашкар, Ленин проспекчӗ, 15) кӑнтӑрла иртсен 15.00 сехетре пирӗн ениешӗн Анатолий Хмыт ҫыравҫӑн черетлӗ "Тӗлленмен тӗлӗк" ятлӑ кӗнекин презентацийӗ пулать.

Анатолий Дмитриевич Ефимов (Хмыт) Тутар АССР-не кӗрекен Аксу районӗнчи Таркӑн ялӗнче ҫуралнӑ. Афган вӑрҫин ветеранӗ. Хӗсмет хыҫҫӑн Чӑваш телевиденийӗнче ӗҫленӗ, унтан шкула куҫнӑ. 2003 ҫултанпа ЧР Тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.
Литературӑра Анатолий Хмыт ҫӗнӗ ҫын мар. Хайлавӗсем "Суварта", "Тӑван Атӑлта" пичетленнӗ, уйрӑм кӗнекен тухнӑ. Поэзире те, драматургире те унӑн пултарулӑхӗ Афган вӑрҫи тавра "явӑнать". Черетлӗ 8-мӗш кӗнекене  ҫыравҫӑ хайланӑ повеҫсемпе калавсем кĕнĕ, вӗсенче те автор ҫавӑнти пулӑмсене сӑнарлать.
Презентаци хыҫҫӑн ҫӗнӗ кӗнекене туянса автограф илме май пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: