Сувар

Ҫамрӑк журналистсене хатӗрлеҫҫӗ

Журналистикӑна лайӑх ҫырма пӗлекен тата цифра тӗнчи паракан мӗн пур инструментсемпе усӑ кураякан ҫынсем килеҫҫӗ

 


Ҫамрӑксен хыпар хатӗрӗсем ҫинчен юлашки вӑхӑтра сахал илтетӗн, вӗсем ытларах телефон "ӑшӗнче" паян.
Тутарстанра ҫамрӑксен медиакӑларӑмӗсем валли D-Dline вӗрентӳ программине хута яраҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен Республикӑри Пичет тата массӑллӑ коммуникацисен агентствин ертӳçи Айдар Салимгараев каласа панӑ журналистсене "Татар-информра" иртнӗ пресс-конференцире.
"Пирӗн обществора пулса иртни, уйрӑмах цифровтзаци, массӑллӑ коммуникацисен сфери ҫине витӗм кӳрет. Халӗ эпир паха улшӑнусем пулса иртмелле тапхăр патне ҫитрӗмӗр", – тесе каланӑ Салимгараев.
Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, журналистикӑна лайӑх ҫырма пӗлекен тата цифра тӗнчи паракан мӗн пур инструментсемпе усӑ кураякан ҫынсем килеҫҫӗ.
"Эпир ҫак проект кадрсене вӗрентме, ҫамрӑк, талантлӑ, пирӗн патра пулса иртекен мӗн пур социаллӑ проектсене туллин ҫутатма пултаракан журналистсене тупма май парасса шанатпӑр",– тесе палӑртнӑ спикер.
D-Dline — вӗрентӳ медиаплатформине ТР Ҫамрӑксен ӗҫӗсен министерстви пурнӑҫлать.

"Татар-информ" сӑнӳкерчӗкӗсем 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: