Сувар

Ҫамрӑксем пирки манма юрамасть

Ун сӑмахӗсемпе малтан Конституцире ҫамрӑксем, вӗсен политики ҫинчен ӑнлав та пулман

Конституцири тӳрлетӳсене кӗртнӗ хыҫҫӑн тӗп  саккунра ҫамрӑксене асӑнӗҫ. Тӳрлетӳ 72-мӗш закона пырса тивӗ. Ӑна РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Марат Бариев сӗннӗ. Вӑл ҫамрӑксен политики пирки калать. Сӑмах май, ҫакӑ Тутарстан депутачӗсем сӗннисенчен пӗртен пӗр йышӑннӑ тӳрлетӳ.
"Ку пире ҫамрӑксен интересӗсене хӳтӗлес тӗлӗшӗпе законодательство хатӗрлесе йышӑнма май парать. Чи кирли – ҫӗнетнӗ Конституци ҫине таянса ҫамрӑксен политики пирки федераллӑ закон йышӑнма май пулни. Вӑл вӗт пирӗн халӗ те ҫук-ха", – тенӗ Бариев.
Ун сӑмахӗсемпе малтан Конституцире ҫамрӑксем, вӗсен политики ҫинчен ӑнлав та пулман. Яш-кӗрӗм политики ҫинчен закон йышӑнма май килместчӗ, мӗншӗн тесен ӑна хирӗҫ тӑракансем нумайччӗ. Тӳрлетӳсене пула чылай чӑрмав сирӗлӗ.
Сӗннӗ тӳрлетӳ Конституцин 72-мӗш статйине пырса тивет. Унти улшӑнусем тӑрӑх, вӗрентӳ, культура, сывлӑх сыхлав, воспитанипе пӗрле ҫамрӑксен политикине те асӑнӗҫ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: