Сувар

Ҫамрӑксене ялта мӗнле хӑвармаллине Хусанта сӳтсе яваҫҫӗ

Яш-кӗрӗм перспективӑллӑ вырӑнта кӑна юласшӑн вӗт

 

Февралӗн 6-9 мӗшӗсенче Хусан Халӑхсен хушшинчи ял ҫамрӑкӗсен конгрессне йышӑнчӗ. Ҫак форумра ял территорийӗсене ӗҫлӗ ҫамрӑксене илӗртмелли ӑнӑҫлӑ механизмсене тишкереҫҫӗ, Раҫҫейри тата ытти ҫӗршывсенчи ял ҫамрӑкӗсен организацийӗсене хутшӑнтараҫҫӗ. Конгресс делегачӗсем пирӗн ҫӗршыври 50 регионран, тӗнчери 26 ҫӗршывран пухӑннӑ: ял ҫамрӑкӗсемпе ӗҫлекен общество организацийӗсен представителӗсем, ҫамрӑк усламҫӑсем, ял-хуҫалӑх ӗҫченӗсем, ял хутлӑхӗсен пуҫлӑхӗсем, ҫамрӑк депутатсем.
Конгрессри профильлӗ площадкӑсенче ялти услам вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса парӗҫ, ялӗсенчи культура хӑййевӗрлӗхне еплерех упраса хӑвармаллине тишкерӗҫ, ял туризмне йӗркелессине пӑхса тухӗҫ, ял тӑрӑхӗнче пурӑнса ӑнӑҫлӑ лидер пулма вӗрентӗҫ. Ҫакӑн валли конгреса ятлӑ экспертсене йыхӑрнӑ, ҫав шутра ТР ял хуҫалӑх министрне Марат Зяббарова та.
Проекта Президент гранчӗсен Фончӗ тата ТР Правительстви тӗрев параҫҫӗ.

Конгреса уҫнӑ чухне сӑмах калакан пуҫлӑхсене ӗҫлӗ ҫамрӑксене яла хӑвӑрас ыйту канӑҫ памасть, мӗншӗн тесен ҫамрӑксем пулмасан вӑл территорисене аталантарма хӗн пулнине пурте ӑнланаҫҫӗ. Ялсенчи демографи те паянхи кун ҫивӗч ыйту.

Нумай ыйтӑва татса пама ялти программӑсем пулӑшаҫҫӗ. Тутарстанра вӗсем Ҫамрӑксен министерстви урлӑ та грантсемпе проектсем пек пурнӑҫланаҫҫӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: