Сувар

Ан пултӑр юнлӑ вӑрҫӑ нихӑҫан

Фашистсем хурса хӑварнӑ минӑсем ҫинче вӑрҫӑ хыççăн миҫе ҫын сирпӗннине шутлакан та ҫук.

Реклама

 

78 ҫул каялла ирхине 4 сехетре вӑйлӑ артподготовка тата авиаципе бомбӑсем пӑрахнӑ хыҫҫӑн, Германи ҫарӗсем пирӗн чикӗ урлӑ каҫнӑ. 5 ҫитсен Адольф Гитлер Виҫҫӗмӗш Рейх Совет Союзӗпе вӑрҫӑ пуҫлани ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫапла Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланса кайнӑ. Вӑл 1418 кун тӑсӑлнӑ.
Пирӗн халӑхшӑн вӑл питӗ хака кайса ларнӑ. Асанне-кукамайсем "вӑрҫӑ" сӑмаха илтсен еплерех пӑлханнине халӗ те астӑвакан пур-тӑр.
РФ Хӗҫпӑшаллӑ ҫарӗсен Генштабӗн кӑтартӑвӗсемпе Хӗрлӗ Ҫар ҫак вӑрҫӑра 12 миллиона яхӑн салтак ҫухатнӑ, вӗсенчен 6,8 млн ытла ҫын вилнӗ, 4,5 млн тыткӑна лекнӗ е хыпарсӑр ҫухалнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, Совет Союзӗ 26,6 млн ҫын ҫухатнӑ ҫак вӑрҫӑра. Вӑл 13,7 млн мирлӗ гражданӑн пурнӑҫне татнӑ. Оккупантсем вӗсенчен 7,4 миллион ҫынна асап кӑтартса вӗлернӗ, 2,2 млн ҫын Германие хӑваласа кайсан, унти йывӑр ӗҫсене чӑтаймасӑр вилнӗ. Окупацире выҫлӑха пула вилнисен шучӗ 4,1 млн ҫын. Фашистсем хурса хӑварнӑ минӑсем ҫинче вӑрҫӑ хыççăн миҫе ҫын сирпӗннине шутлакан та ҫук.
Ҫак хака тӳленӗ эпир Аслӑ вӑрҫӑра.
Пӗтӗм Раҫҫейре паян хурланупа асӑну мероприятийӗсем иртеҫҫӗ. Вӑрҫӑра вилнисен палӑкӗсем патне чечек кӑшӑлӗсем хураҫҫӗ. Ӗнер каҫпа кашни ял "Асӑну ҫурти" акцине хутшӑнчӗ.

Теги: 22 июня
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: