Сувар

Анна НИКОНОРОВА: «ЯВАПЛĂХА ТУЙСА ӖÇЛЕТПӖР

Халӗ ӗнтӗ 10 çул Пăвара пурăнатăп, хаçатпа çыхăнăва пӗрре те татман

2020 çулăн 1-мӗш çур çулӗ валли «Сувар» хаçата çырăннисен, хастар вулакансен хушшинче ирттернӗ акцие редакци кăрлач уйăхӗнче пӗтӗмлетрӗ, хальхинче Анна Никонорова тӗп парнене илме тивӗçрӗ. Хастарлăхӗ ансат – çырăннă квитанцине çеç редакцине ярса памалла. Анна Степановна вылянтарăва пӗрре мар хутшăнать, пӗлтӗр кӗнеке тухнăччӗ, кăçал ак – планшет.  
Пăвара вуннăмӗш çул пурăнать ӗнтӗ вăл. Унччен Ульяновск облаçӗнче ӗçлесе пурăннă. Çуралма вара Пăва районӗнчи Таккавар ялӗнче çуралнă.

Каласа хăвармалла, Анна Никонорова чăваш тӗнчишӗн çӗнӗ çын мар. Ульяновск облаçӗнче пурăннă чухнех чăвашсен ӗçне хастар хутшăннă вăл. Унпа нумайăшӗ Чӗмпӗрте «Еткер» телекăларăм тухма тытăнсан паллашрӗç-тӗр. Пӗртăван Никоноровасем шăрантаракан «Лантăшсем», «Ах, аннеçӗм, анне» юрăсем – ун чухнехи хитсемччӗ, халăхра хăвăрт сарăлчӗç. Унăн пӗр юррине ЧР тава тивӗçлӗ артисчӗ Сергей Кувшинов халӗ те юрлать. Куракансем кашни концертрах кӗтеççӗ чун хӗлӗхӗсене хускатакан сăмахсемпе çырнă илемлӗ юрра.
Тăван районне килсен те Анна Никонорова чăвашсемпе пӗрле ӗçсем илсе пырать. Ăна Пăва районӗнчи ЧНКЦ председателӗн çумне суйлани тӗрӗс йышăну пулчӗ-тӗр. Çынсемпе калаçма, ӳкӗте кӗртме, «хускатма» пултаракан çын. Хаçат парнине Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ умӗн хуçине çитерсе патăмăр.
– Анна Степановна, «Сувар» хаçатпа мӗнле паллашнине астăватăр-и?
– Астумасăр. Эпӗ ун чухне Ульяновск облаçӗнче пурăнаттăмччӗ. Пӗррехинче яла тăвансем патне килсен пăхатăп – чăвашла хаçат выртать. Ячӗ тата темле ăнланмалла та мар пек – «Сувар» тенӗ. Çырнисем вара – вулама тытăнсан – чарăнаймастăн. Кăмăла кайрӗ, кăсăклă. Ульяновск облаçӗнче мӗнле çырăнса илме пулать-ши тесе çулсем шырама пуçларăм. Тупрăм. Редакци килти адреспа ярса пама пуçларӗ. Уйăха ик-виçӗ хаçата пӗрле килсе паратчӗ почтальонка. Вуласан- вуласан, хам та хаçатпа туслашма шут тытрăм. «Сувара» хамăн калавсене, сăвăсене ярса параттăм, пичетлетчӗç. Халӗ ӗнтӗ 10 çул Пăвара пурăнатăп, хаçатпа çыхăнăва пӗрре те татман.
– Каласа парсамăр, «Ах, аннеçӗм, анне» юрра миçемӗш çулта çыртăр? Мӗнле çуралчӗ вăл?
– Ӗлӗк çуркунне Таккавара шыв илетчӗ. Кӗме-тухма çук. Пӗр уйăха яхăн тăратчӗ шыв. Атте-анне ватă, эпир хуларан тăтăшах киле кайса çӳреттӗмӗр. Çав, шыв сарăлнă вăхăтсенче, аннене питӗ курас килетчӗ, яла çитейместӗн. Питӗ тунсăхланипе çак юрă çуралчӗ. Кӗвви те тӳрех тупăнчӗ темле. Ахăртнех Турри пулăшрӗ-тӗр. 1992 çулта майăн 9-мӗшне кайсан килте юрласа патăм çак юрра. 1993 çулта юрра баянпа юрласа телевиденире çыртартăмăр. Ун чухне атте çукчӗ ӗнтӗ, хăш-пӗр сăмахӗсене улăштарма тиврӗ.
– Ку юрра апла Сергей Кувшинов Чӗмпӗр тăрăхне килсен илтнӗ?
– Ку   тӗлӗшпе интереслӗ пулса тухрӗ. Унăн Аслă Нагаткинта аппăшӗ пурăнать. Вăл çавăнта юбилее килсен илтнӗ çак юрра. Йыснăшӗн юбилей пулнă. Çынран çыртарнă кассетăпа итленӗ. Авторӗсем çук. Ку юрра вăл репертуарне кӗртме шутлать. Кӗввине халăхăн тесе çырать, сăмахӗсене (йыснăшне юбилейпе парне пултăр тесе) Коновалов тесе çыртарать.
Çакна Сергей хăй каласа пачӗ кайран. Сцена çинченех. Ульяновскри  концертра çынсем шавлама пуçларӗç. «Ан юрлаттар ку юрра, хăв юрла!» – теççӗ мана. Эпӗ юрра юрлама ирӗк патăм, чармарăм. Авторне кăна тӗрӗс çырма хушрăм. Ку истори çапла лайăхпа вӗçленчӗ.
– Эсир Пăва районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗнче ӗçлеме пуçланăранпа нумай çитӗнӳсем турăр. Мӗнре-ши ăнăçăвăн вăрттăнлăхӗ?
– Пирӗн енчи çынсем хастар. Тутарпа вырăс хушшинче пурăннăран, вӗсем чăваш ӗçӗпе ӗçлени халăхшăн кирлине чӗрисемпе туйса пурăнаççӗ. Вӗрентекенсем те, культура ӗçченӗсем те, çыравçăсем те, усламçăсем те, ытти ӗç çыннисем те – пурте хамăр халăха ыттисенчен кая хăварасшăн мар, мала ярасшăн. Каланине итлеççӗ. Ертӳçи маттур. Владимир Ильин нумай ыйтăва татса паракан хастар вăл. Унпа ӗçлеме аван. Çавăнпа ӗç кал-кал пырать-тӗр те пирӗн. Иртнӗ çул Пăва районӗнчи чăвашсем çинчен кӗнеке те кăларма пултартăмăр.
– Эсир вӗт хăш-пӗр районсенчи чăвашсем пек нихçан çука пӗрре мар, çулталăкӗпех планпа ӗçлетӗр?
– Çапла. Çулталăк пуçланичченех план туса хуратпăр. Ак, 2020 çула Кивӗ Çӗнӗ çултан пуçларăмăр, Кăшарни, унтан Çăварни. Пӗр йăлана та сиктерсе хăвармастпăр. Пирӗн районта чăвашсем пурăнакан 21 ял хисепленет. Кашни ял халăх календарӗнчи пӗрер уява йышăнать. Ку вăл вӗсен престол праçникӗсемпе те çыхăннă, çавăнпа кăмăллăрах иртеççӗ. Тӗслӗхрен, Рункăпа Элшелӗн – Микула, Шемекӗн – Питравкка, Шуршу ялӗн – Сăпас, Çӗнӗ Мертлӗпе Хирти Кушкăн – Кӗр сăри тата ытти те. Пӳркелсем пӗр уява та сиктермеççӗ. Унта Поэзи кунӗ те, Хăячӗ те, ытти те иртет.
– Чăваш ӗçӗнчен «сăмсине пăракан» ялсем пур-и районта?
– Ун пек каламан пулăттăм. Çынран килет вӗт вăл. Пӗр çын кун пек пăхать, тепри – урăхла. Ялшăн явап илекенни ăнланмасан – йывăртарах, паллах. Акă, тӗслӗхрен, Атав ялӗ пур пирӗн. Унта чăвашсем тутарпа хутăш пурăнаççӗ. Эпир Атав чăвашӗсем хăйсен йăлисене туса ирттернине илткелетпӗр. Концертсем лартаççӗ тата ытти те. Анчах та вӗсем ют ялтан çынна чӗнмесӗр, хăйсемшӗн кăна тукалаççӗ пулмалла. Пирӗнпе хутшăнмаççӗ. Тата Чăваш Республикин чиккине çывăх ялсем пуçӗсене унталла пăрнă ахăр.  
– Пăва районӗнчи чăвашсем кăна ирттерекен уявсем пур вӗт-ха тата...
– Çапла, Хăят, Учӳк – Пӳркелпе Кипеккассин тӗне кӗричченхи ял уявӗсем. Часах юрлакан ачасен хушшинче «Тăхăрьял шăпчăкӗ» конкурс ирттеретпӗр. Майăн 9-мӗшӗ тӗлне «Салтак юрри» конкурс иртет, унта пӗччен юрлакансем те пур, ушкăнпа та. «Чăваш пики» те пирӗн хамăрла. Çак мешехесенче пăвасен кăмăлӗ, пурăнас хавалӗ палăрать.
– Спортпа та туслă вӗт Пăва чăвашӗсем!
– Çапла. Çуллахи вăйăсене те, хӗллехисене те хастар хутшăнаççӗ. Кунта ак ӗнтӗ миçе çул тăтăш «Сувар» хаçатăн футбол турнирӗ иртет, аслисем те мечӗк хыççăн чупаççӗ.
– Пăва чăвашӗсене нумай çӗрте курма пулать халӗ, ӗлӗкрех ун пек марччӗ.
– Хамăр хуранта кăна «вӗреместпӗр». Çулçӳревсене тухсах çӳретпӗр. Пӗлтӗр Пушкăртстана Слакпуçне çитсе килтӗмӗр, унтан Чăваш Республикинчи Шуршăлта пултăмăр. Ульяновск облаçӗнчи уявсене час-часах йыхравлаççӗ пире.  
– Ман шутпа, район центрӗнче хысна шутӗнчен «Уяв» чăваш фольклор ансамбльне йӗркелени – Пăва районӗнчи ЧНКЦ аван ӗçленине кура пулса тухрӗ.  
–  Унсăр мар-тăр. Çак ансамбль пурри пире те ӗçре пулăшса пырать. Маттур каччăсемпе хӗрсене халӗ Вадим Андреев ертсе пырать. Унччен чăваш ансамбльне нумай çул Наталья Ракова йӗркелесе пычӗ. Мухтав Турра, юрри-ташшисем çынсен кăмăлне каяççӗ.

Константин МАЛЫШЕВ калаçнă. 
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: