Сувар

Анонимлă каналсенче хирӗçлеме май çук

Анонимлă Telegram-каналсем укçалла информаци саракан «ангажированнăй блогсене» çаврăнчӗç. Çакăн пек шухăша ХФУ ректорӗн канашçи Юрий Алаев Андрей Кузьмина интервью панă чух пӗлтернӗ.

Анонимлă Telegram-каналсем укçалла информаци саракан «ангажированнăй блогсене» çаврăнчӗç. Çакăн пек шухăша ХФУ ректорӗн канашçи Юрий Алаев Андрей Кузьмина интервью панă чух пӗлтернӗ.

«Вӗсем унта мӗн лартас тенине йăлт лартаççӗ. Нумай пулмасть çӳлерех асăннă блогсене çаврăнма пуçларӗç. Telegram-каналăн уйрăмлăхӗ, «Фейсбукпа» е «ВКонтактепе» танлаштарсан, çакăнта – кунта хирӗçлеме  май çук. Паллах, унта кирли те пур, пӗтӗмӗшле хыпартан 10 процент кăна пулсан та. Анчах та Telegram-каналсем вӗсем – журналистика мар», – тенӗ Алаев.

Вăл палăртнă тăрăх, çакнашкал анонимлă каналсен формачӗ майӗпен классикăлла кăларăмсен вырăнне йышăнса пырать. Çавна кура обществăра пӗр-пӗр йышăну тăвассинче вӗсен витӗмӗ палăрать.

«Сарă пресса пур, массăллă хаçатсем пур. Çавăн пекех пӗчӗк тиражлă МИХсем пур, анчах та вӗсен хăйсен витӗме пула йышăну тăвакан  аудиторийӗ пур. Telegram-каналсем çавсен вырăнне йышăнасшăн та. Тепӗр чух ăнăçлă та», – тенӗ эксперт.

Интервьюн тулли вариантне sntat.ru сайтра вулама пулать.

 

Реклама

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: