Сувар

Апас районӗсем кӑҫал мала тухайман

Декабрӗн 23-25-мӗшӗсенче Хусан ҫывӑхӗнчи "Туслӑх" комплексри Республикӑри олимпиада центрӗнче чӑваш, удмурт, мари, мордва чӗлхисемпе тата литературисемпе олимпиада иртнӗ. Унта 17 муниципаллӑ районтан 86 ача хутшӑннӑ. "Туслӑх" кану комплексӗнче ҫак кунсенче 7 чӗлхе янӑрарӗ. Олимпиад ӑна хутшӑнакансем хӑйсен хушшинче тата жюри пайташӗсемпе тӑван чӗлхипе калаҫнӑ. Вӗрентӳ министерствин кураторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсенчен чылайӑшӗ тутарла та лайӑх пӗлет. Нумай ҫул хушши тутарла лайӑх пӗлекен Апас районӗнчи  Табар Чӗрккӗн ялӗн вӗренекенӗсем тӗлӗнмелле майпа республикӑри чӑваш олимпиадинче мала тухатчӗҫ, халӗ ку йӑла манӑҫа тухса пырать пулмалла. Чӑвашсенчен кӑҫалхи олимпиадӑран Алексеевски, Аксу, Пӑва, Ҫӗпрел, Анат Кама, Теччӗ, Ҫарӑмсан районӗсен ачисем ҫӗнтерӳҫӗ тата призёр пулса таврӑннӑ. М. Захарова сӑнӳкерчӗкӗсенче Ҫарӑмсан районӗн делегацийӗ.

Нумай ҫул хушши Апас районӗнчи  Табар Чӗрккӗн ялӗн вӗренекенӗсем тӗлӗнмелле майпа республикӑри чӑваш олимпиадинче мала тухатчӗҫ, халӗ ку йӑла манӑҫа тухса пырать пулмалла

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: