Сувар

Асанне юмахӗсем – чӑвашла

«Старик кӗслине алла илчӗ те кӗвӗ калама пуçларӗ, тилӗ ташша ячӗ. Илемлӗ кӗпи вӗл-вӗл вӗçни, хушпăвӗн тенкисем хитрен чăнкăртатни çеç илтӗнсе тăрать. Карчăк кăмака çинчен манса кайсах тилӗ ташланине пăхса тăрать, алă çупать...»

Чее тилӗ çинчен каласа паракан çакăн пек интереслӗ юмахран пуçланчӗ Тольяттири 12-мӗш номерлӗ библиотекăри тӗлпулу. «Асанне юмахӗсем» проекта хутшăнса хулари Чăваш наципе культура автономийӗн хастарӗ З.Левукова ачасене чăваш халăх юмахне вуласа пачӗ. Зинаида Владимировна юмаха артист пекех вуланăран ăна итлекен ачасемпе аслисем хăйсене авалхи чăваш пӳртӗнче пулса курнă пекех туйрӗç, чăваш халăхӗн йăли-йӗрки, культури çинчен нумай пӗлчӗç, тумӗпе, кулленхи пурнăçра усă куракан япаласемпе паллашрӗç.

Пӗр юмахпа кăна çырлахмарӗç вырăнти ЧНКА хастарӗсем – Зинаида Владимировнăн мăшăрӗ Владимир Леонтьевич ачасене тепӗр халап каласа пачӗ. «Çил хуçи» ятлăччӗ вăл. В.Л.Левуков – поэт, çыравçă, РФ Писательсен союзӗн пайташӗ. Чăваш фольклорне çав тери аван пӗлет​ вăл.
Ачасем хăнасемпе пӗрле тилӗсем ăсталарӗç, икерчӗрен пӳрт тума вӗренчӗç, чей ӗçрӗç. Унтан ачасем купăспа юрларӗç, амăшӗсене вара Зинаида Левукова Атăл тăрăхӗнчи халăхсен апат-çимӗçӗн рецепчӗсемпе паллаштарчӗ.
12-мӗш номерлӗ библиотека ӗçченӗсем Левуковсене ачасем валли усăллă, интереслӗ мероприяти йӗркелеме пулăшнăшăн чӗререн тав турӗç.

Владимир ЛЕОНТЬЕВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: