Сувар

Асра тытатпӑр

Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен Афганистанра виççӗн, Чечня территорийӗнче пӗр çамрăк пуҫӗсене хунӑ

 

«Кӗрхи ырăлăх эрни – ырă ӗçсен эстафети» девизпа ирттернӗ мероприятисен шутӗнче Çӗпрел районӗнче «Эпир асра тытатпăр, салтак!» социаллă пӗлтерӗшлӗ, патриотла акци иртрӗ. Вăл Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен пуçланчӗ. Унăн тӗллевӗ – Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине, Афганистанпа Чечня территорийӗсенчи  çапăçусене хутшăннисене чӗнсе мероприятисем ирттересси, вӗсене пулăшасси, ветерансен вилтăприсене, палăксене тирпейлесси тата ытти те.

Çӗнӗ Йӗлмелӗнчен Афганистанра виççӗн, Чечня территорийӗнче пӗр çамрăк вилнӗ. Мероприятие ветерансен юхăмӗн хастарӗсем Петр? Петухов, Ирек Яфизов, Мансур Хайруллин (Кивӗ Çӗпрел), Олег Журавлев (Алешкин Саплăк), Çӗнӗ Йӗлмел ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Роберт Дружков, Ветерансен канашӗсен председателӗсем Геннадий Карсаков (Çӗнӗ Йӗлмел) тата Альфик Низамов (Çӗнӗ Чукал), шкул ачисемпе вӗрентекенсем, çар тивӗçне пурнăçланă чух пуç хунă салтаксен тăванӗсем хутшăнчӗç.  

Официаллă пайра пурте пӗр минут шăп тăрса вăрçăра вилнисене асăнчӗç, ентеш-салтаксене асăнса лартнă палăк патне чечексем хучӗç, сăмах каларӗç. Унтан Афганистанра вилнӗ Геннадий Чамин, Николай Пришельцев, Василий Карсаков тата Чечняра пуç хунă Александр Шуркин вилтăприйӗсем çине чечексем хучӗç. Çӗнӗ Чукалта çуралса ӳснӗ, Афганистанра вилнӗ Максуд Гафаров вилтăприйӗ çине те çитсе пуç тайрӗç акцие хутшăнакансем. 

Район представителӗсем салтакра вилнӗ ентешӗсен вилтăприсем çине палăксем лартма администрацирен пулăшу ыйтса çак ӗçе пурнăçа кӗртме сăмах пачӗç. 

Геннадий КАРСАКОВ, автор сӑнӳкерчӗкӗсем 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: