Сувар

Ăсталăх патне кӗпер

«Образование во имя будущего» проекта пурнăçа кӗртме 80 пин доллар параççӗ.

Чемпионатăн 3-мӗш кунӗнче ЗМ халăхсем хушшинчи компанин WorldSkills International «Образование во имя будущего» пӗрлехи анлă проекчӗн хăтлавӗ те пулчӗ. Йӗркелӳçӗсен сăмахӗсем тăрăх, пуçару чемпионата йышăнакан çӗршывсенче сарăлать. Раççей хыççăн Китайра малалла тăсăлать. Проектăн тӗллевӗ – профессилле хушма пӗлӗвӗн процесне çамрăксене явăçтарасси. Меллӗ пултăр тесе проекта онлайн-пространствăна вырнаçтарасшăн. Сăмах май. ЗМ компани WorldSkills International нумай çулхи партнерӗ, вăл наука тӗпчевӗсемпе проектированипе çыхăннă вӗрентӳ программисене тимлӗх уйăрать. Компанин ертӳçи Маури Толен «Образование во имя будущего» проекта пурнăçа кӗртме 80 пин доллар парасси пирки каларӗ. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: