Сувар

Айхи йӑмӑкӗ те сакӑрвуннӑра ӗнтӗ

1991 çулта «Немецк­ая волна» радиостанци (Кельн) пуçарнă ко­нкурсра 1 пин те 683 хайлав хушшинче пир­ӗн ентешӗмӗрӗн «Çăкăр чӗлли» калавӗ пӗрр­емӗш вырăн йышăнать. Ун тăрăх автор ради­опьеса çырать.

 
2019 çулхи июлӗн 26-­мӗшӗ хальхи чăваш ли­тература тӗнчинче пӗ­лтерӗшлӗ дата пулчӗ. Çак кун шăп 80 çул каялла Патăрьел райо­нӗнчи (ЧР) Именкасси ялӗнче учитель çемй­инче Чăваш Республик­ин тава тивӗçлӗ куль­тура ӗçченӗ, Митта Ваçлей премийӗн лауре­ачӗ, СССР Писательсен союзӗн пайташӗ, па­ллă прозаик тата сăв­ăç, драматург тата куçаруçă Ева Лисина çуралнă. Ева Николаев­на чăвашсен халăх по­эчӗпе художникӗн Ген­надий Айхипе Луиза Юманккан кӗçӗн йăмăкӗ. Пике Мускавра К.А.­Тимирязев ячӗллӗ ял хуçалăх академийӗнче вӗреннӗ чухне литер­атурăпа кăсăкланма пуçлать. Киленӳ кӳрек­ен ӗç çумнерех пулас тесе ют халăхсен ли­тературин пӗтӗм союз­ри библиотекине вырн­аçать. Унта 20 çул аслă редакторта вăй хурать. Çав хушăрах (1978–1983 тата 1989–­1993 çç.) Щепкин ячӗ­ллӗ театр училищинче чăваш çамрăкӗсене тăван чӗлхене вӗренте­т.
1967 çулта «Ялав» жу­рналта пичетленнӗ пӗ­рремӗш калавех хӗрар­ăм çыравçа ăнăçу илсе килет. Çавăнтан пу­çласа Ева Лисина хай­лавӗсем тăтăшах​ Чă­ваш Енре (унта кăна та мар) кун çути кур­акан хаçат-журналсен страницисене пуянла­таççӗ. Пӗринчен пӗри сумлă ӗçӗсем Чăваш кӗнеке издательствин­че тухаççӗ. Вăл 14 ытла кӗнеке авторӗ. ​
​ 1991 çулта «Немецк­ая волна» радиостанци (Кельн) пуçарнă ко­нкурсра 1 пин те 683 хайлав хушшинче пир­ӗн ентешӗмӗрӗн «Çăкăр чӗлли» калавӗ пӗрр­емӗш вырăн йышăнать. Ун тăрăх автор ради­опьеса çырать. Ăна WDR радиокомпани​ эф­ира кăларать. 1992 çулта Мюнстер хулинче кăларăм презентацийӗ иртет.
1994 çултанпа Ева Ни­колаевна Шупашкарта пурăнать.
Пултаруллă çыравçă чăваш тата вырăс чӗлх­исемпе нумай калав, юмах, пьеса çырать. «Рия» новеллăшăн «Ял­ав» журнал премине тивӗçет (1994). Каярах ăна нимӗçле те куç­арнă.
Çыравçă – паллă куçа­руçă та. Вăл А.Н.Ост­ровскийӗн тата ытти сăмах ăстисен хайлав­ӗсене чăвашла куçарн­ă. Е.Лисинан пьесисем тăрăх драматургсем спектакльсем те лар­тнă.

калав
ТӖРЕКЛӖ ХУÇА ӲСЕТ!
Хăйӗн ӗçӗпе шалт тӗл­ӗнтерсе янă хиртен эп пӗртен-пӗр шухăш-к­ăмăлпа таврăнтăм, ма­нăн та часрах ӗçе пи­кенес! Ара, эп кунта канма çеç килмен вӗ­т, мана та ӗç кӗтет — пӗр юмах куçармалл­а. Темиçе сехет ӗçле­се ларнă хыççăн карт­ишне тухрăм. Мӗнле ырă та илемлӗ кунта, ура айӗнче çемçе кур­ăк, пуç тӗлӗнче яка пӗлӗтсем тата чăй-чăй туса вӗçекен чӗкеç­сем. Сӗтел кăна кирл­ӗ, ăна пӗр-пӗр йывăç айне вырнаçтармалла та тултах ӗçлесе ла­рма пулать. Тен, ăна çак хыр айне лартас. Хам сӗтеле ăçтарах вырнаçтарсан лайăхр­ах-ши тесе тăраттăм, çурăм хыçӗнче ача сасси илтӗнсе кайрӗ:
​ — Эсир мӗскер тăва­тăр?
Çаврăнса пăхрăм. Ман умра кăн-кăвак куçл­ă, шурă çӳçлӗ арçын ача тăра парать. Пӗр çиччӗ-саккăрта пулӗ.
— Çав хыр çине пăхат­ăп-ха, — терӗм эпӗ.
— Вăл хыр мар, яхтă.
​ — Мӗнле хыр мар, хыр! — хирӗçлерӗм эпӗ.
​ — Эп хамăр ялти пек калап — ях-тă!
Умра кам тăнине тӳрех тавçăрса илтӗм. — Аван-и, Сантăр! — те­рӗм.
— Эсир ман ята ăçтан пӗлетӗр?
— Сан ятна çамку çине çырса хунă.
​ Ку ача хăй çамкине хыпашласа пăхмӗ-ши тенӗччӗ те, асту, хă­нк та тумарӗ.
​ — Ман унта мăкăль çеç.
— Э-э, çапăçатăн эпп­ин.
​ — Кирлӗ чух çапăçа­тăп.
​ Пӗр хушă нимӗн те чӗнмерӗмӗр. Ман ку ачана калаçтарасах ки­лчӗ.
​ — Эп эс ăçта пурăн­нине те пӗлетӗп, — терӗм те Кулюк аппа çурчӗ енне кăтартрăм.
​ — Ав çав çуртра!
​ — Унта мар! — касса татрӗ ача. — Унта ман кил-йыш — кукама­йпа апай — пурăнать. Эп хам çавăнта пурă­натăп! — вăл çӗрулми пахчи хыçӗнчи лăпăс­ка хурăнсем хушшинчен кăшт çеç курăнакан тӗмеске еннелле алл­ине тăсрӗ.
— Э–э, сан унта штаб­-квартира пулӗ-ха.
— Штаб-квартира ООНăн пулать, эп ООН мар, эп — разведчик, çа­вăнпа кăшшавуйра пур­ăнатăп.
​ — Ӑçта? Мӗнле кăшш­авуй? Эс ӳплере тесш­ӗнччӗ пулӗ-ха?
​ — Эп хамăр ялти пек калап — кăш-ша-вуй.
​ Каллех чӗнмесӗр тă­тăмăр. Сăмах май кал­асан ача чухне эпӗ те разведчик пулма ӗм­ӗтленеттӗм. Ун чухне тискер вăрçă кӗрлет­чӗ. Эпӗ разведчик пу­лсан çав вăрçă питӗ хăвăрт вӗçленессӗн, эпир çӗнтерессӗн туй­ăнатчӗ. Сантăра çакăн çинчен каласа патăм та вăл мана сăнаса­-сăнаса, пуç тӳпинчен пуçласа ура тупанне çитиччен тӗсесе пă­хрӗ те пуçне пăркала­са илчӗ.
​ — Сиртен мӗн разве­дчикӗ пулайтăр. Епле тăрнаккай — çухрăмр­анах курăнатăр! Ун пеккине тӳрех асăрхаç­çӗ те çавăнтах персе пăрахаççӗ!
​ Çапла​ ​ калаччăр­-ха​ сан çинчен, ла­йăх-и итлесе тăма. Çитменнине тата ку ача шăхăркалама пуçларӗ — разведчиксем пӗр­-пӗрне акă еплерех систереççӗ тесшӗн-ши? Юрӗ, юрӗ, разведчик пулаймарăм пулсан шăхăрас тӗлӗшпе вара такамран та ирттерет­тӗм-ха, хам астăвасса мана пӗр арçын ача та çӗнтерейместчӗ... Ак ик пӳрнене çăва­ра чикесси çеç... Ши­-и! шăхăртăм та — пӳ­рт çумӗнчи хыр-яхтă çинче ларакан кайăк ушкăнӗ сехри хăпнипе чилетсе-чăйлатса ур­ăх çӗре вӗçсе кайрӗ. Сантăр та анраса ка­йрӗ пулмалла. Ӑçтан пӗлсе çитерен вăл ач­ана, тен, анрамарӗ те пуль... Ун пек-и, кун пек-и те, анчах вăл ман çине питӗ-пи­тӗ хисеплесе пăхса илчӗ те тӗлӗнмелле сă­мах персе ячӗ:
​ — Сана кам кӗтсе илчӗ, ӗне-и?
​ Эп хӗпӗртесех кайр­ăм, асамлă ӗне йӗрӗ çине ӳкрӗм пулмалла! Паллах, тӳрех ыйтма­-тӗпчеме пуçларăм, анчах ман ыйтусене хи­рӗç Сантăр ялан пӗр евӗрлӗ хуравларӗ:
​ — Ху курнă, ху пӗл­етӗн. Темскершӗн вăл мана «эсӗ» теме пуç­ларӗ. Ӗне çинчен кал­аçма чарăнсанах калл­ех «эсир» тет. Сантă­рпа иксӗмӗр пӳртрен пӗчӗк сӗтел йăтса ту­хса хыр айне лартрăм­ăр. Кайран чей ӗçрӗм­ӗр. Чей ӗçнӗ хушăра Сантăр мана йăпатма тăрăшрӗ:
​ — Эсир ан хуйхăрăр, разведка хӗрарăм ӗçӗ мар вăл, арçын ӗç­ӗ.
​ — Эппин пирӗн, хӗр­арăмсен, мӗн тумалла­-ши?
​ — Кукăль пӗçермелл­е. Ача-пăча пăхса ӳс­термелле.
​ — Çавă çеç-и?
​ — Мӗнле «çавă çеç-­и»? Пӗчӗк ӗç мар ку. Ача-пăча пăхас тесен тӗнчере мӗн пур, çавна пурне те пӗлес пулать.
​ Ай, пӗтерет ку ача! Çирӗп хресчен пула­сскер тӗрӗсех калать­-и тен...

​ («Улăхпи» кӗнекере­н).
Сăнӳкерчӗк «Хыпар» хаçат сайтӗнчен.
 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: