Сувар

Балконсем çинче туртма пăрахăр!

Çак йӗркене пăснин хакӗ – этемӗн пурнăçӗ пулнине çынсен ăнланмаллах.

Балкон çине лекнӗ сӳнтермен пирус пушар сăлтавӗ пулса тăни çинчен пӗлтерет Çырчаллинчи МЧС пресс-служби. ЗЯБ поселокӗнчи нумай хваттерлӗ çуртăн балконне вут хыпса илни çинчен хăтаруçăсене ӗнер 10 сехет те 32 минутра пӗлетрнӗ. Вырăна тӳрех ПСЧ-55 сотрудникӗсем килсе çитнӗ. Вӗсем хваттерти инвалид-хӗрачана вутран çăлса ӗлкӗрнӗ. Çулăм хваттере самай пысăк сиен кӳнӗ.


Пушар сӳнтерекенсем çулăм балконран тухнине тӗпчесе пӗлнӗ.  Хӗрачан амăшӗ каланă тăрăх, вӗсенчен çӳллӗрех пурăнакан кӳршисем туртаççӗ.

Октябрӗн 1-мӗшӗнчен Раççейре пушара хирӗç кӗрешмелли йӗркене улштараççӗ.
Правительство йышăнăвӗ тăрăх, хваттерсен балконӗсемпе лоджийӗсенче, общежитисемпе хăна çурчӗсен пӳлӗмӗсенче уçă вут-çулăмпа усă курма юрамасть. Çак йӗркене пăснăшăн адсинистративлă яваплăх 3-5 пин тенкӗ пулать. Правилосенче «уçă вут-çулăм» тенине ăнланттарса паман пулин те, вăл шăрпăк е зажигалка е çурта чӗртнине кăна мар, туртнине те ăнлантарма пултарать.
Çавăнпа та юлашки вăхăтра çамрăксен хушшинче сарăла пуçланă кальян евӗр туртмалли хатӗрсене те балконра чӗртме юрамӗ.

Çак йӗркене пăснин хакӗ – этемӗн пурнăçӗ пулнине çынсен ăнланмаллах.
«Татар-Информ» агентствон сăнӳкерчӗкӗсем.   

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: