Сувар

Беловка йӗлтӗрçисем мартăн 9-мӗшӗнче ăмăртаççӗ

«Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» мартăн 9-мӗшӗнче иртет

Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче çулсерен «Беловка йӗлтӗр йӗрӗ» ăмăрту иртет. Кăçал вăл мартăн 7-мӗшӗнче пулать тесе çырнăччӗ иртнӗ эрнери хаçатра. Анчах йӗркелӳçӗсен район администрацийӗн Ӗçтăвкомӗн çамрăксен ӗçӗсен тата спорт енӗпе ӗçлекен уйрăмӗ сӗннипе ăмăртăва ирттерессине мартăн 9-мӗшне куçарма тивнӗ. Çакăн пирки ăмăртăвăн йӗркелӳ комитечӗ пӗлтерет. 7-мӗш хутчен иртекен йӗлтӗрçӗсен ăмăртăвне кăмăл пуррисене пурне те кӗтеççӗ палăртнă кун, регистраци 8.30 сехетре, ăмăрту вара 10.00 сехетре пуçланать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Теги: cпорт
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: