Сувар

«Ӗç çыннисем» куравпа уçăлать тӗнче чемпионачӗн культура программи

Тӗлӗнмелле те, художник хăй ӳкернӗ çынсене пӗрне те палламасть. WorldSkills тӗнче чемпионатне халалласа вăл 20 портрет çырнă. Ăçтан тупнă вӗсене? Интернет уçлăхӗнчен.

Паян, августăн 16-мӗшӗнче, «Хусан» халăхсен хушшинчи аэропортра WorldSkills тӗнче чемпионачӗ хӳттинче «Ӗç çыннисем» курав уçăлчӗ. Ют çӗршыв хăнисем капла Хусан çӗрӗ çине ура ярса пуснă пусман вырăнти искусствăпа паллашаççӗ. Аэропортри телетрап вăхăтлăха чăн-чăн галерейăна çаврăнчӗ. Çынсен коридорпа утнă чух ӗç çыннисен портречӗсемпе паллашма май пур.  Картинăсен авторӗ Руслан Ибрагимов. Ку ӗçсене ӳнерçӗ «Вершина» музей юлташлăхӗн автономилле коммерцилле мар организаци сӗннипе пурнăçланă. Организацин аталану енӗпе директорӗ Артур Абдрашитов пӗлтернӗ тăрăх, вӗсен пуçарăвӗ ТР Культура министерствине питӗ килӗшнӗ, проекта тӗрев пама пулнă.

  • Ман шутпа, курав вырăнӗ питӗ ăнăçлă. WorldSkills чемпионата килекенсем пурте çакăнтан иртеççӗ. Портретсене пурне те ӗç çыннисене халалланă. Сăнарăр пулӗ, пурте чемпионат ăмăртăвӗсене кӗнӗ компетенцисене тивӗçтереççӗ. Кунта пурӗ 20 картина, 20 професси çынни, – куравпа паллаштарчӗ Артур Абдрашитов.

Руслан Ибрагимов хăй пӗлтернӗ тăрăх, портретри çынсене вăл шутласа кăларман, пурне те пурнăçран илнӗ, ытларах интернетран. Вӗсем чăннипе кăтартнă профессисемпе ӗçлеççӗ.

  • Тӗрӗссипе, эпӗ вӗсене пӗрне те палламастăп. Анчах чăн пурнăçра  кăтартнă специальноçпа ӗçленине пӗлетӗп. Ăнсăртран ман ӗçсене курасран хăрамастăп, вӗсем куншăн савăнӗç тетӗп, –   калаçрӗ художник.

Руслан Ибрагимов хăйне евӗр мастер. Портретсене вăл сăрă сирпӗтсе, туса пӗтермен пекрех ӳкернӗ. Çакă пулăшать те сăнарсен чӗрӗлӗхне, динамикине, характерне, шухăшне уçса пама. Унерçӗ сăмахӗсемпе, ку вăл хăй шутласа кăларнă ӳкерес техника.  

 Курав «Хусан» аэропортра августăн 30-мӗшӗчченех пырӗ. Унта пырса курайманнисем портретсене каярахпа Ӳнер искусствин патшалăх музейӗнче е Хальхи искусствăсен галерейинче курма пултараççӗ. Ку вара картинăсен хуçинчен килекен япала. Артур Абдрашитов пӗлтернӗ тăрăх, картинăсем ТР Культура министерствин пурлăхне куçаççӗ.

 

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

 

Теги: world skills
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: