Сувар

Чăх ури, эрешмен карти тата вупăр

Çакăн евӗр ятсемпе палăрчӗç Сиктӗрмере кăçалхи «Аталан» форумăн станцийӗсем.

Мероприятин официаллă пайӗ хыççăн шкулта чи интересли – тӗрлӗ квестсем пуçланчӗç. Унăн тӗп условийӗпе вăйăра чăвашла кăна калаçмалла. Форума кăçал чăваш халăхӗн мифологине халалласа «ВĂЛ» ятпа йӗркеленӗ.

Артем Носков пӗлтернӗ тăрăх, çак шухăш кинотеатрсенче Стивен Кинг сценарийӗпе Андрес Мускетти ӳкернӗ «ОНО» кино проката тухнă хыççăн çуралнă. Мӗншӗн-ха чăваш мифологине тӗпе хурас мар?

Чăваш халăхӗ тӗшмӗше ӗненни, хăй тӗнчекурăмне ун тавра йӗркелени пирӗн культурăра пур, ăна кăларса ывăтаймăн. Аталансемшӗн ку майлă кăна пулнă. Çапла чăваш çамрăкӗсем халăхăмăрăн мифологине тӗпчеме пуçласа çамрăксем валли хальхилле квестсем хатӗрленӗ.

Станцисен ячӗсене пурне те асăнас килет. «Учӳкра» Арçури хуçаланчӗ, «Ан çывăр» станцире ачасене Вупăр çухăрттарчӗ, «Шурлăхра» Вутăш хăй серепине сӗтӗрсе кӗме хăтланчӗ, «Апачӗ тутлă пултăр» станцире Шуйттан сăйлама хăтланчӗ.

Станцисем пӗринчен тепри чуна çӳçентермелле: «Ху шутла» (Пирӗшти), «Юлашки ташă» (Ташă патши), «Эрешмен карти», «Эс кам ачи?», «Чăх ури».

Тӗрлӗ персонажа сăнарласа тумланнă аталансенчен хăш-пӗрне паллама та йывăрччӗ. Ксения Романова акă чăваш хӗрӗн тумнех тăхăннă-ха. Çапах та грим сăнарăн шăпи трагедилле вӗçленнине кăтартать. Пăхма шиклӗ. Тепри мăйракаллă, питне хуратнипе кам пулнине пӗлме йывăр.

Кашни станци алăкӗ умӗнче шкул ачисем кӗпӗрленсе тăнă. Ертсе пыракан алăка уçсан пӳлӗме кам кӗмеллине хăй суйласа илет. Алăк хупăннă хыççăн нумай çӗртен шар та шар! çухăрни илтӗнсе тăчӗ.

Эпӗ те кӗрсе пăхасшăнччӗ те, анчах юрамасть тесе кӗртмерӗç.

Вӗрентекенсен вара кун пек май пулчӗ. Вӗсен ушкăнне Артем Носков хăй ертсе пычӗ. Çапла пӗр станцирен теприне çитсе вӗренекенсем чăваш мифологийӗпе паллашрӗç. Кун хыççăн вӗсен хамăрăн чӗхепе культура патне интерес ӳсессе питӗ шанас килет. 

Сăнӳкерчӗксем Соцсетьсенчи «Аталан» ушкăнăн 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: