Сувар

Часах "Сувар" хаҫата та метро чарӑннӑ ҫӗрте илме пулӗ

Вулас текенсем патне ҫывӑхрах пулас терӗмӗр

 "Татмедиа" Акционерлӑ обществон хаҫачӗсемпе журналӗсене Тутарстанра пурӑнакансем 451 суту-илӳ вырӑнӗнче туянма пултарӗҫ. Илекенсем валли меллӗрех пултӑр тесе пичет кӑларӑмӗсене Хусанти метро станцийӗсенчи автоматсенче, 130 почта уйрӑмӗнче, лавккасенче, санаторисемпе пульницасенче, автолавкӑсенче сутаҫҫӗ.

Паян "Татмедиа" АО медиарессурсӗнче 98 район, хула тата республика хаҫачӗ, 14 журнал, 17 телеканал, 10 радиоканал, 80 сайт, пӗр информаци агентстви. Тутарла, вырӑсла, чӑвашла, удмуртла тухакан хаҫатсем пур.

2020 ҫулхи 4 уйӑхра уйрӑммӑн сутнӑ хаҫат-журнал калӑпӑшӗ 46 процента ӳснӗ. Кун ҫинчен акционерлӑ обществон генеральнӑй директорӗ Шамиль Садыков пӗлтернӗ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: