Сувар

Чăваш Республикинче оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхӗ иртет

Çарта хӗсмет иртни карьерăра пулăшма пултарать

Тăван Çӗршыва хӳтӗлекенсен кунӗ çывхарнă май Шупашкарти Электромеханика коледжӗнче студентсем Чăваш Республикикн Халăхсен Туслăхӗн çурчӗн директорӗпе, запасри подполковникпа Юрий Токмаковпа тӗлпулнă.

Юрий Алексеевич регионри машина тăвакан отраслӗн пулас специалисчӗсене Раççей Хӗçпăшаллă çарӗсенче еплерех хӗсмет иртессипе паллаштарнă, контракт хӗсмечӗн хăййевӗрлӗхӗ çинчен каласа панă. Хӗрсемпе каччăсем çар службин пӗлтерӗшӗ, структури, тӗрлӗенлӗхӗ çинчен кăсăкланса итленӗ.

«Çар хӗсмечӗ – пурнăçра питӗ пӗлтерӗшлӗ тапхăр, вăл çар çыннин, хăрушсăрлăх хӗсмечӗн, патшалăх дольжнăçӗсенче ӗçлекенӗн карьеришӗн питӗ лайăх старт пулса тăма пултарать», – палăртнă туслăх Çурчӗн директорӗ.  

Запасри офицер пулас никрутсен чылай ыйтăвӗсем çине хуравланă.  Культурăпа патриотизм мероприятийӗ вӗçленеспе коледж студенчӗсене контрактпа еплерех хӗсмет иртме пулни çинчен калакан буклетсем валеçсе тухнă.

ЧР Туслăх çурчӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: