Сувар

Чăвашсен çулталăкри çитӗнӗвӗсем

Тутарстанри чăвашсен ӗçӗ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ май, хăш-пӗр сферăсенче çитӗнӳсем пуррине палăртас килет

Культура
Аксу районӗнче иртнӗ Птӗмраççейри «Уява» ТР Президенчӗ Рустам Минниханов тата ЧР Пуçлăхӗ Михаил Игнатьев хутшăнчӗç.

Шупашкарта иртнӗ «Кӗмӗл сасă» конкурссра Кивӗ Çӗпрел хӗрӗ Ксения Захарова çӗнтерчӗ.

«Нечкебиль-2019» конкурсра Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнчи Максимова Татьяна çемйи çӗнтерчӗ.
Вера Кожеманова юрăç тата унпа пӗрле ӗçлекенсем «Чăваш этно-джазӗ» çӗнӗ проект пуçарса ячӗç.                

Общество

Кайпăç районӗнчи Чăваш наципе культура центрӗ йӗркеленчӗ, республикипе 24-мӗш.  

Пăва районӗнчи Чăваш Киштекнчи çӗнӗ клуб стени çине Чăваш автономи облаçӗн пирвайхи ертӳçисенчен пӗри пулнă Георгий Савандеевăн асăну хăмине вырнаçтарнă.

Спорт 
Хусанти футбол лигинче вылякан «ЧНКА» команда «С» дивизионран «Б» дивизиона хăпарчӗ. Чăваш çамрăкӗсен капитанне Алексей Егорова «Чи лайăх нападаюçий» номинаципе сезон вӗçленмесӗрех чыслани пысăк пӗлетрӗшлӗ пулăм.
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми мăнукӗ Инна Тражукова ирӗклӗ кӗрешес енӗпе Тӗнче чепионки пулса тăнă.

Политика

Çӗпрел муниципаллă район пуçлăхӗн çумӗ пулса ӗçленӗ Алексей Сарафанова Упи ял хутлăхӗн ертӳçи пулса ӗçленӗ Алексей Ярухинпа улăштарчӗç. Сарафанов халӗ ЧР Пуçлăхӗн Администрацийӗнче Шалти политика управленийӗнче вырăнти хăйтытăмлăх органӗсемпе хутшăнакан уйрăмăн пуçлăхӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пырать.
Медиа

«Сувар» хаçат редакцийӗ хăйӗн 25 çулхи юбилейне паллă турӗ. Тӗп редактор вырăнӗнче Константин Малышева хаçатра нумай çул ӗçлекен Ирина Трифонова улăштарчӗ.

Вӗрентӳ

Шупашкарта иртнӗ чăваш чӗлхипе литературин халăхсем хушшинчи 3-мӗш олимпиадинчен Тутарстанри Çарăмсан, Çӗпрел, тата Теччӗ районӗнче вӗренекен ачасем çӗнтерӳçӗ тата призер ячӗсене илсе таврăннă.

Анта Камăри 34-мӗш номерлӗ гимнази-интернат (чăваш кимназийӗ) хăйӗн 20 çуллăхне паллă турӗ. 

Тӗн

Феофан владыка хушăвӗпе Тутарстанри чăваш ялӗсенчи приходсене тимлесе тăракана, Хусанти Светуй асапçă Кирил ячӗллӗ архиерей подворьине ертсе пыракан Игнатий архимандрита Чистай тата Анат Кама епархийӗн владыкине лартрӗç. Хальхи чăваш чиркӗвӗн историйӗнче кун пек япала Раççейре пӗрремӗш хут пулчӗ.

Искусство

Пăва районӗнчи Хырла юханшывӗ çывăхӗнче ӗлӗкхи хурал башнине тулса лартнă. Унăн авторӗ паллă скульптор Сандр Пикл, проекта пурнăçа кӗртекенӗ Пăвасен Хусанти Ентешлӗхӗ. Автор çак ӗçпе ентешӗсене ӗлӗк çак вырăнтан патшалăх чикки иртнине аса илтересшӗн.                                                                                                                                                

Ял-хуçалăх

Аксу районӗнчи Кивӗ Мăкшелӗнче ӗçлекен Кăмпа цехне ТР Президенчӗ Рустам Минниханов пысăк хак панă. Экологи енчен таса продукци кăларакан предприяти ӳссе-аталанать. Хальхи технологисемпе усă курса вешенка кăмпине ӳстересси Мăкшелӗнче промышленность масштабӗсене çывхарса пырать.   

Промышленность

Чăвашсем ертсе пыракан Çырчаллинчи «Астейс» предприятин 9 бронеавтомобилӗ Мускаври Çӗнтерӳ парадне хутшăннă. Вӗсем Росгварди тытăмӗнче çар колоннинче пынă.

Литература
Чăваш Ен çыравçисем Нуралт районӗн çыравçисемпе тӗлпулчӗç. «Чăваш шăпчăкӗ» – Валентин Урташ çуралнăранпа 95 çул çитнине Пăва районӗнчи Раккассинче паллă турӗç.  Николай Сорокинăн «Тăлăх арăм минтерӗ» кӗнеки пичетленсе турӗ.

 

Туризм
Элмет районӗнчи Патраклăра этнотуризма аталантарса чăваш кил-çурт хуçалăхне йӗркелеме тытăннă. Кунта çулсерен иртекен Кама леш енчи чăвашсен «Учук» фестивальне курма, тӗне кӗмен чăвашсен культурипе тата йăлисемпе паллашма нумай турист çӳрет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: