Сувар

Чи çивӗч ыйтăвăрсене хатӗрлӗр

Ыйтусем пур-тăк – хатӗрлӗр. Паянхи лару-тăрура çынсен ӗçпе çыхăннă питӗ нумай ыйту пуçтарăнса кайнă. Халăхра тӗрлӗрен шухăш, пăлхану çӳрет. Çакна социаллă сетьсенче аван куратпăр. Влаçсене уççăн критиклени те пур.

Çавăнпа сирӗн питӗ лайăх май пур: чиновниксене хăвăра хумхантаракан ыйтусене куçран калама пултаратăр.  

Реклама

Майăн 6 – 12-мӗшӗсенче «Единая Россия» партин обществăлла приемнăйӗнче граждансен ӗç прависене хӳтӗлессипе онлайн-йышăну эрни иртет. Пӗрремӗш кунӗнче ирхине 11.00 сехетрен пуçласа 13.00 сехетчен çынсен ыйтăвӗсене ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ, «Деловая Россия» организацин регионти уйрăмӗн председателӗ Артур Абдульзянов хуравлать. Майăн 7-мӗшӗнче граждансемпе РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ольга Павлова хутшăнать. Айрат Фаррахов та предпринимательсемпе майăн 8-мӗшӗнче хăйӗн Инстаграм аккаунтӗнче тӳрӗ эфирпа тухса калаçассине пӗлтернӗ. Пӗтӗмлетсе каласан, онлайн-эрнере ТР бизнес-омбудсменӗ Ф.Абдулганиев, Промышленноçпа суту-илӳ палатин, Ӗç министерствин, Патшалăх çурт-йӗр инспекцийӗн, Тутарстан профсоюзӗсен представителӗсем çыхăнăва тухаççӗ.  

Ыйтусене 8 (800) 201-16-00 телефон номерӗпе тата Skype: Priemnayaer116 мессенджерпа пама пулать. Ыйтусене маларах çак телефонпа шăнкăравласа пама пулать: 8 (843)238-10-00.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: