Сувар

Чи пысăк хуплăва Шупашкарта пӗçернӗ

Хуплу вăл чăвашсен тараватлăхӗн символӗ. Унсăрăн пирӗн пӗр пысăк уяв та иртмест. ЧР профессионаллă кулинарӗсем 300 килограм таякан 30 метр тăршшӗ хуплу пӗçерсе панă Акатуя

Пӗлместпӗр, Гиннес рекорчӗсен кӗнекине кӗрет-и ку саман е çук-и, анчах та хăйсен сăмахӗсемпе, «Тӗнчери чи пысăк хуплăва» шупашкарсем Акатуй иртекен Хӗрлӗ лапама илсе тухса вăрăм сӗтелсем çине вырнаçтарса хунă. Ăна уяв хăнисене касса панă. Поварсене республика пуçлăхӗ Михаил Игнатьев, ЧНК Президенчӗ Николай Угаслов, ЧР Халăхсен Ассамблейин председателӗ Лев Кураков тата ыттисем хуплу валеçме пулăшнă. 

   – Кун пеккине курманччӗ-ха, – тесе çинӗ туристсемпе Акатуй курма килекенсем тутлă чăваш хуплăвне. Чăнах та, иртнӗ çулсенче çынсене кунашкал хăналани пулманччӗ-ха.

Реклама

Xуплу вăл чăвашсен тараватлăхӗн символӗ. Унсăрăн пирӗн пӗр пысăк уяв та иртмест. ЧР профессионаллă кулинарӗсем 300 килограм таякан 30 метрлă хуплу пӗçерсе панă Акатуя. ЧР Культура министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, ăна пекарньăсенче темиçе кун пӗçернӗ. Акатуйччен хуплăва ăçта упранине хальлӗхе çырса пӗлтерекен çук. 

ЧР Пуçлăхӗн пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем

Теги: хуплу
Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: