Сувар

Чӗлхе чул мар, кутамккапа йăтмаççӗ

Хусанта утса пынă чух ашшӗ-амăшӗ хăйӗн пӗчӗк ачисемпе шакăртаттарсах тутарла калаçнине, сăмах урлă «улым», «кызым» тенине илтсен шутсăр ăмсанатăп. Чăвашсем эпир ялта та ачасемпе чăвашла калаçасшăн мар халӗ, чăваш чӗлхи мӗне кирлӗ имӗш. Кирлӗ, тăвансем, кирлӗ.

Хамăр республикăри чăвашсен юлашки виçӗ ăрăвне кăна илӗр-ха, мӗн куратпăр? Асатте-асаннесем виçӗ чӗлхепе (чăвашла, вырăсла, тутарла) çăмăллăнах хутшăннă пулсан, атте-аннесем чăвашла тата вырăсла, хальхи ачасем – вырăсла кăна. Чăвашла пӗлни кирлӗ мар текен ашшӗ-амăшӗсем ачана тăван чӗлхене вӗрентмесӗр унăн шухăшлавне чухăнлатнине ăнлансах пӗтереймеççӗ. Тӗрӗссипе, темиçе чӗлхе пӗлекенӗн ăсра сăмаха вӗçӗмсӗр пӗр чӗлхерен тепӗр чӗлхене куçарнăран пуç мимийӗ лайăхрах кăна ӗçлет. Калаçу аталанăвӗ нормăран юлса пыракан (час калаçайман е вуçех те калаçайман) ачасем юлашки вăхăтра нумарах та нумайрах çуралнă саманара ку калама çук пысăк пӗлтерӗшлӗ. Кăна эпӗ хам журналист кăна мар, логопед-дефектолог пулнăран та калатăп. Пуç мими вӗçӗмсӗр ӗçлекен çын Альцгеймер, Паркинсон чирӗсемпе  чирлемест. Çавăнпа ашшӗ-амăшӗсем, ачăра чăвашла вӗрентменни лайăх тесе çав тери йăнăшатăр. Енчен те ачăра чăнах та аталантарас тетӗр-тӗк, икӗ чӗлхене те вӗрентӗр. Калăпăр, пӗр кун килте чăвашла кăна калаçăр, тепӗр кун вырăсла. Капла ача харăсах икӗ чӗлхене вӗренсе пырать. Сăмах май, ачана йывăр капла тени тӗрӗс мар. Ученăйсем çирӗплетнӗ тăрăх, ача 8 çулччен темиçе чӗлхене çăмăллăнах вӗренет. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: