Сувар

Чӑнлӑхӑн хӑш-пӗр кӑтартӑвӗсем шарт сиктереҫҫӗ

Ачаран ыйтсан, эсӗ хӑш чӗлхене тӑван тесе шутлатӑн тесе, вӑл, паллах, вӑйлӑрах аталаннине суйласа илет

2017-18 вӗренӳ ҫулӗнче чӑваш чӗлхине ман ачана вӗрентӗр тесе Чӑваш Республикинчи 84 процент ашшӗ-амӑшӗсем шкулсенсе заявлени ҫырнӑ. 2018-19 вӗренӳ ҫулӗнче 55 процент кӑна. Кӑҫалхи даннӑйсем ҫук.

Чӑваш Республикин тӗслӗхӗ ҫинче халӑхсен чӗлхисене вӗрентни ҫинчен Вӗрентӳ институчӗн ректорӗ Юрий Исаев каласа пачӗ.
Раҫҫейри халӑхсенчен 30-шӗ кӑна хӑйсен чӗлхисене шкулта вӗрентет.
"Чӑвашсем эпир икӗ чӗлхеллӗ халӑх. Ачаран ыйтсан эсӗ хӑш чӗлхене тӑван тесе шутлан тесе, вӑл, паллах, вӑйлӑрах аталаннине суйласа илет",– тет Юрий Николаевич.
Вӑл вӗрентӳ стандарчӗсем ҫинчен калакан законри шӑйрӑксене илсе кӑтартрӗ. Тӑван чӗлхепе вӗрентессин диапазонӗсене палӑртманни те педагогсене чӑрмавсем кӳрет.
Исаев тӑван чӗлхене вӗрентессинче совет саманинчи программа патне таврӑнма сӗнет.
15 республика хӑйсен чӗлхисемпе тухакан вӗрентӳ кӗнекисене учебниксен реестрне кӗртнӗ, Чӑваш Республики те вӗрентӳ пособийӗсенчен учебниксем ҫине куҫма хатӗрленсе ҫитнӗ.

Калӑпӑр, Шупашкар районĕнчи Кӑшавӑш ялӗнчи шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Евгений Майков, сӑмахран, шкул вӗрентӳ планне тӑван чӗлхепе литература сехечӗсене пӗрер сехет кӑна  хӑварнипе тарӑхать.
"165 ачан ашшӗ-амӑшӗсем 100 проценчӗпех "ачана чӑвашла вӗрентӗр" тесе алӑ пусрӗ. Виҫӗ ҫул каялла эрнере 5-мӗш класра 3 сехет, 6,7,8-мӗшӗсенче – 2 сехет, 9-мӗшӗнче 1,5 сехет вӗрентрӗмӗр чӑвашла. Пӗлтӗр 5-мӗшӗнче 2 сехет, 6,7,8-мӗшӗсенче пӗрер сехет юлчӗ, 9-мӗш класра 1,5 сехет хӑварчӗҫ. Кӑҫал 5-мӗш класра та эрнене пӗр сехет хӑварчӗҫ. Ҫырма тата вулама вӗрентесси пирки мантӑмӑр, хӑть тӗрӗс калаҫма вӗрентесчӗ тетпӗр. Ара, мӗн вӗрентсе ӗлкӗрмелле  эрнене 1 сехетре?"– кулянать педагог.

Чӑваш наци телевиденийӗн Генеральнӑй директорӗн ҫумӗ Александр Магарин хӑйсен компанийӗ илсе пыракан проектсемпе паллаштарнисӗр пуҫне ҫур ҫултан Пӗтӗм халӑх ҫыравӗ пулассине аса илтерчӗ. Халӑх чакса пыни ҫинчен ролик кӑтартрӗ вӑл. Унта кашни ҫул чӑваш халӑхӗ 25 пин ҫынна ирӗлсе пынине, халӑх ҫыннисен 30 проценчӗ тӑван чӗлхене пӗлменнине, лару-тӑру кун пек тӑсӑлсан, 52 ҫултан ҫӗр ҫинче чӑвашла пӗлекен пӗр ҫын та юлмасси ҫинчен каланӑ.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: