Сувар

Чухӑна юлнисене 210 пин продукт пуххи валеҫнӗ

Акцие «Помощь рядом! Ярдем янэшэ!» юхӑм йӗркеленӗ

Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов пурнан минимумран сахалтарах тупӑшлӑ ҫемьесенчи, коронавирус пандемиинчен уйрӑмах хур тӳснӗ усламҫӗсемпе самозанятыйсен ҫемйисенчи ачасене, пурнан минимумран сахалтарах пенси илекен 65 ҫултан аслӑрах ҫынсене продукт наборӗсемпе тивӗҫтерес акцие пӗтӗмлетнӗ.
Акцие «Помощь рядом! Ярдем янэшэ!» юхӑм йӗркеленӗ тесе пӗлтернӗ республика ертӳҫин пресс-секретарӗ Лилия Галимова.
Икӗ уйӑхра Тутарстанра 210 пине яхӑн продукт пуххи валеҫнӗ.
"Ыркӑмӑллӑх ҫынсене финанс енӗпе пулӑшнӑшӑн тав тӑвас килет, вӗсен тӗревӗ ҫакнашкал пысӑк пӗлтерӗшлӗ акцие ирттерме пулӑшрӗ. Кунта бюджет укҫисем ҫук. Ку пирӗн ыркӑмӑллӑхҫӑсем, пысӑк тата пӗчӗк компанисем, усламҫӑсем", – тенӗ Рустам Минниханов.
Вӑл уйрӑммӑн «Бэхетле» компанипе унӑн пуҫлӑхне Муслима Латыповӑна паха продукт пуххисене хатӗрленӗшӗн тата вӗсене хӑвӑрт илсе ҫитернӗшӗн тав тунӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: