Сувар

Чӑваш Наци Конгресӗнче ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ

Екатеринбургри чăвашсен наципе культура автономийĕн 2020 çулхи Пĕтĕм чăвашсен регионти Акатуйне вĕсен патĕнче ирттерес сĕнĕвне шута илсе малалла ĕçлес тесе йышăнчĕç.

  Чăваш наци конгресĕн Президиумĕ çулталăка пĕтĕмлетрĕ 

 

Раштавăн 24-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларăва яланхиллех конгресс президенчĕ Николай Угаслов йĕркелесе ертсе пычĕ. 

Малтанах Николай Федорович «Чăваш хĕрарăмĕ» комитет ертÿçине Юлия Петровна Мареевăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят илнипе саламларĕ. Юлия Петровна хăй енчен конгресс ертÿлĕхне унăн ĕçне хакланăшăн тав турĕ, малалла та тăрăшса ĕçлеме хатĕррине каларĕ. 

Лару кун йĕркинче Чăваш наци конгресĕпе Чăваш наци музейĕ пĕрле килĕштерсе ĕçлесси çинчен Килĕшÿ хутне алă пусасси пĕрремĕш ыйтупа тăчĕ. Ларăва ятарласа наци музейĕн директорĕ Ирина Петровна Меньшикова килчĕ. Николай Угаслов президент ЧНК чăваш наци музейĕпе пĕрле туса пыракан ĕçсен калăпăшĕ пысăккине, яланах пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлес тĕллевпе алă пусса Килĕшÿ туни усăллă пулассине пĕлтерчĕ. Ирина Петровна та конгреспа яланах пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса ĕçленине палăртрĕ, малашне тата та анлăрах ĕçлес кăмăлпа килĕшÿ çине алă пусма хатĕррине каларĕ. 

Президиум ларăвĕнче Килĕшÿ документне Николай Угасловпа Ирина Меньшикова алă пусса çирĕплетрĕç. 

Кун йĕркинчи иккĕмĕш ыйту - Чăваш наци конгресĕ тата унăн комитечĕсем 2019 çулта туса ирттернĕ ĕçĕсем çинчен кĕскен пĕтĕмлетни пулчĕ. 

ЧНК вице-президенчĕ, Ĕç тăвакан комитет ертÿçи Анатолий Ильич кĕскен конгресс ку çулта туса ирттернĕ ĕçсем çинчен аса илтерсе каласа пачĕ. Планпа пăхса хунă пур мероприятине те çÿллĕ шайра, анлă ирттернине палăртрĕ. ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева республика тулашĕнчи чăвашсене пулăшассипе, вĕсем патне тухса çÿрессипе çыхăннă ĕç-хĕле кĕскен уçăмлатрĕ. Чăн та, кăçалхи çул конгресс пайташĕсем Питĕр, Мускав, Чĕмпĕр, Чулхула, Сарă ту, Иркутск тăрăхĕсене, Тутарстан, Бурят Республикисене тата ытти çĕре çитсе пирĕн ентешсене хамăр культурăна, чĕлхене, йăла-йĕркене сарса аталантарассипе анлă пулăшу панă. 

Президиум ларăвĕнче Чăваш наци конгресĕ тата унăн комитечĕсем 2019 çулта туса ирттернĕ ĕçĕсене пĕтĕмлетсе вĕсене ырларĕç, 2020 çул ĕç планне Чăваш автономийĕн 100 çулĕпе тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулĕпе анлăн çыхăнтарас тесе йышăну турĕç. 

Ларура «Раççей чăваш пики-2019» конкурса та пĕтĕмлетрĕç. Конкурсăн йĕркелÿ комитечĕн ертÿçи пулнă май, ку ыйтупа ЧНК вице-президенчĕ, Шупашкарти оперăпа балет театрĕн директорĕ Валерий Клементьев тухса калаçрĕ. Вăл кăçалхи «Раççей чăваш пики» нихçанхинчен те анлăрах иртнине палăртрĕ, курма килекенсем те театрта тулли зал пухăннине каларĕ, хĕрсем хушшинчи ăмăрту çивĕч иртнине, тупăшу йĕрки те ку çул улшăнса çĕнелнине аса илтерчĕ. 

Президиум пайташĕсем ларура «Раççей чăваш пики-2019» конкурса конгресс комитечĕсем лайăх йĕркелесе ирттернине палăртрĕç. 

ЧНК Ĕçтăвкомне çитес çулсем валли конкурс тупăшăвĕсен вăхăтне кĕскетмелли майсем шырама хушса хăварчĕç. 

ЧНК пресс-службине килес çул ытти регионсенчи пикесене нумайрах хутшăнтарас тĕллевпе конкурс пĕтĕмлетĕвне хаçат-журнал, радио-телевиденинче анлă сарассипе малалла та ĕçлемелле тесе палăртрĕç. 

Кун йĕркинчи тăваттăмĕш ыйтупа Чăваш наци конгресĕн 2020 çулхи ĕç планĕн проекчĕпе паллашрĕç, проекта ырларĕç. Комитет ертÿçисене Чăваш автономийĕн 100 çулне тата Аслă Çĕнтерÿ 75 çулне халалланă хушу-ĕçсене плана кĕртме Ĕçтăвкома пама хушса хăварчĕç. 

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕн пайташĕсем ларура Екатеринбург хулинчи чăвашсен наципе культура автономийĕн 2020 çулхи Пĕтĕм чăвашсен регионти Акатуйне вĕсен патĕнче ирттерес сĕнĕвне шута илсе малалла ĕçлес тесе йышăнчĕç. Ку йышăнăва Екатеринбург хулинчи чăвашсен наципе культура автономине пĕлтерес тесе палăртрĕç. 

Чăваш наци конгресĕн Президиумĕ ыйтнипе Шупашкарти урамсене, лапамсене, учрежденисемпе организацисене ят парассипе е ячĕсене улăштарассипе тата асăну хăмисем çапассипе ĕçлекен комисси йышăнăвĕ çинчен конгресс Ĕçтăвкомĕн председателĕ Анатолий Ухтияров уçăмлатрĕ. Президиум ку комисси йышăнăвне ырларĕ. Чăваш Республикин Конституцийĕн 14-мĕш статйипе килĕшÿллĕн малтан пăхса тухнă йĕркепе Д.С. Элмен асăну хăми çинче малтан чăвашла, кайран вырăсла çырассине йышăнас, çак йышăнăва Чăваш Республикин культура Министерствине пĕлтерес тесе палăртса хăварчĕ. Çавăн пекех чăвашсен паллă çыннисен ячĕсене ĕмĕр асра хăварассипе малалла ĕçлес тесе йышăну турĕ. 

Лару хăни Америкăри пĕрлешÿллĕ штатсенче пурăнакан пирĕн ентеш Валерий Лукиянов пулчĕ. Вăл унта чăвашсен пĕрлĕхне туса хуни çинчен каласа пачĕ, хăйсен малашнехи планĕпе паллаштарчĕ.

Ларăва вĕçленĕ май ЧНК президенчĕ Николай Угаслов тăрăшса, тухăçлă ĕçленĕшĕн пурне те тав турĕ, çĕнĕ çулта та пĕрле, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессе шаннине каларĕ, пурне те ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунчĕ. 

ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: