Сувар

Çиччӗн пӗр çынна хирӗç çеç вӗсем хăюллă

Çамрăка çапса ӳкерсе алăпа тата урасемпе хӗнесе 85 хутчен тӗрлӗ çӗртен лектереççӗ.

Кăçал апрель пуçламăшӗнче Интернет тăрăх Хусанта пӗр çамрăка çиччӗн тапа-тапа хӗненине кăтартакан видео сарăлчӗ. Çынсем питӗ хумханнăччӗ ун чух. Следстви органӗсем ун чухне çийӗнчех йăрлев пуçларӗç. Тинех уголовнăй ӗç вӗçленчӗ. РФ Уголовнăй Кодексӗн 115 статйин 2-мӗш пайӗнчи «а» пункчӗпе  (хурахла шухăшсемпе çын сывлăхне çăмăл сиен кӳни) тӗрлӗ çулти 7 çамрăка айăплаççӗ.   

Следстви палăртнă тăрăх, 2019 çулхи апрелӗн 5-мӗшӗнче Вагапов урамӗнчи пӗр çурт çумӗнче айăпланакансем 17 çулти каччă çине тапăннă. лешӗ унччен ушкăнри пӗр арçын ачана усал сăмах каласа кӳрентернӗ пулнă. Çамрăка çапса ӳкерсе алăпа тата урасемпе хӗнесе 85 хутчен тӗрлӗ çӗртен лектереççӗ. Ăна пульниицана пуç мимми чӗтӗренипе тата ытти тӗрлӗ суранпа илсе çитереççӗ. 
Следстви ӗçӗсене тӗрӗс йӗркеленӗрен, мӗн пур тапăнакана тытса чарса хупса хунă. Хурахсем хăйсен айăпне туллин йышăннă. Следовательсем ӗçе суда янă. 

 

Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: