Сувар

Çӗнӗ йӗркепе ипотекăна хăвăртрах тӳлесе татма пулӗ

Аса илтеретпӗр, Федераллă Пухăва чӗнсе каланă чухне РФ Президенчӗ Владимир Путин анне капиталне 150 пин тенке ӳстерме хушнă, Халӗ икӗ ачллă çемьесем валли анне капиталӗн тӳлевӗ 616 пин тенкӗ пулать.

Ӳстернӗ анне капителӗпе икӗ ачаллă Тутарстанра пурăнакан çемье çӗн пӳртри 2 пӳлӗмлӗ хваттерӗн ипотекине 9 çул та 1 уйăхра тӳлесе татма пултарать. Çакнашкал тӗпчеве пӗр куçман пурлăх агентстви ирттернӗ.
Çемьере икӗ çын ӗçлет пулсан, вӗсен тупăшӗ регионри (Росстат кăтартăвӗсемпе) вăтам ӗç укçипе танлашать-тӗк, ипотекăшăн тӳлеме çемье пӗтӗмӗшле тупăшăн çуррине уйăрма пултарать-тӗк (урăхла каласан, пӗрин зарплатине) – вӗсем ипотекăна хăвăрт тӳлесе татма пултараççӗ. Расчетсем тунă чухне çемьен вăтам тупăшне 75,4 пин тенкӗпе хисепленӗ, икӗ пӳлӗмлӗ хваттерӗн хакне – 3,9 млн тенкӗпе. «Çемье ипотекин» условийӗсемпе пӗрремӗш взнос – хватер хакӗн 20 проценчӗпе танлашмалла, процент ставки - 6 %
Регионсем хушшинчи çакнашкал рейтингра 4-мӗш вырăн йышăннă. Тӗпчев тăрăх, Мускавра пурăнакан çамрăк çемьен çӗнӗ хваттершӗн пуринчен те вăрахрах (14 çул та 3 уйăх) тӳлеме тивет, Крымри мăшăр уншăн 12 çул та 2 уйăх тӳлӗ, Санкт-Петербургри – 9 çул та 4 уйăх. Пуринчен те хăвăртрах çак ипотекăна Мурманск облаçӗнчи çемье тӳлесе татӗ – 9 уйăхра.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: