Сувар

Çӗнӗ заказникра пулă тытма чармӗç

Сӗрекепе усă куракан браконьерсене хирӗç вара уголовлă явап тыттарасси таранах санкцисем йышăнаççӗ.

Тутарстанра регион пӗлтерӗшлӗ «Волжские просторы» патшалăх çутçанталăк заказникне туса хуни, Атăл юханшывне тасатасси пирки пычӗ калаçу ку эрнере, январӗн 28-мӗшӗнче Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра. Асăннă объекта Куйбышев водохранилищи кӗрет. Ăна Министрсен Кабинечӗн постановленийӗпе Çӗнӗ çул умӗн, декабрӗн 30-мӗшӗнче, йышăннă. Патшалăх шайӗнчи объект тунă-тăк, апла ун хуçи те пулмаллах. ТР Президенчӗн Рустам Миннихановăн йышăнăвӗпе çутçанталăк заказникне сыхлавпа тата контрольпе тивӗçтерме ятарлă дирекци йӗркеленет. Кун пирки ТР Биологи ресурсӗсен патшалăх комитечӗн председателӗ Федор Батков пӗлтерчӗ.
«Ку йышăнăва Тутарстан Президенчӗ Рустам Минниханов нумай пулмасть çеç турӗ. Дирекцие пурӗ 10 çын кӗмелле. Ăна ятарлă техникăпа, моторлă кимӗсемпе, автомобильсемпе тата снегоходсемпе тивӗçтереççӗ», – терӗ Федор Батков.
Атăл юханшывӗн участокӗнче заказник уçасси пулăçсене сисчӗвлентернӗ. Ку тăрăхра пулă тытма юратакансен ăçта каймалла тет? Комитет председателӗ çутçанталăк заказникне йӗркелени тӗпрен нимӗнех те улăштарманнине каларӗ. Чи малтан вăл Атăл юханшывӗн Займище, Куземетьевка тăрăхӗнчи çырансене тирпейре тытма, контроле çирӗплетме, утравсенчи чӗрчунсен тӗнчине упраса хăварма кирлӗ. Комитет председателӗ заказник территорийӗнче йышăннă условисене пăхăнсан пулăçсен пулă тытма ирӗк пур тесе шантарчӗ. Сӗрекепе усă куракан браконьерсене хирӗç вара уголовлă явап тыттарасси таранах санкцисем йышăнаççӗ.  
Комитет председателӗ 2017 çулта сакăр районта çтерлӗк ӗрчетессипе нерестилищесем йӗркеленине асăнса çак проектăн кăтартăвӗсем  пуррине пӗлтерчӗ. Çтерлӗк популяцийӗ йышланма пуçланă.  2018 çулхи февральте тепӗр проект пурнăçланнă: Меша юханшывӗн 12 пин гектар лаптăкпа танлашакан кăкне (устье) тирпейлесе сыхлава илнӗ, урăхла каласан, заказник йӗркеленӗ.
Патшалăх комитечӗн председателӗн сăмахӗсемпе, çутçанталăк заказникне йӗркеличчен маларах çутçанталăк ресурсӗсен экологи тӗрӗслевне, инвентаризацине ирттернӗ. Çак ӗçе профильлӗ министерствăсемпе ведомствăсем, федераллă тытăмсем, ученăйсемпе экспертсем хутшăннă.  «Волжские просторы» заказникăн лаптăкӗ 29 пин гектарпа танлашать, унта Хусан, Лайăш, Тури Услон, Ешӗлвар районӗсен территорийӗсем кӗреççӗ.
Каларăмăр ӗнтӗ, заказник йӗркелессин тӗп тӗллевӗ – Атăлти утравсен ландшафтне, флорăпа фауна тӗнчине упраса хăварасси. Сăмах май, утравсем çинче тӗпленнӗ 88 тӗрлӗ кайăк-кӗшӗкрен 12 тӗсӗ Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнисем. Утравсем çинче дачăсем лартни, йӗркеленмен туризм, çӗр айӗнчи пурлăха уçласа кăларакан 24 объект пурри республикăн шыв системине сиен кӳнӗ. Çырансен хӗрринче каяш, çӳп-çап пуçтарăнать.  Çавăнпа территорие хӳтлӗхпе тивӗçтересси кирлех пулнă.
Федор Батков пӗлтернӗ тăрăх, республикăра çывăх вăхăтра тепӗр виçӗ шыв объектне хӳтте илме палăртнă. Вӗсенчен пӗри  – Кама кăкӗ.
Урăхран дачăсем тутармӗç
Çутçанталăк заказникӗн территорийӗнче ятарлă чарусем кӗртесси, экологи экспертизисем ирттерни пирки ТР экологи министрӗн пӗрремӗш çумӗ Фаяз Шакиров каласа пачӗ. Малашне утравсем çинче стройка ӗçӗсене чарма йышăннă, пуррисен çурт-йӗр лаптăкне пысăклатма юрамасть. Совет тапхăрӗнче каярах тунă çуртсене пурне те харпăр пурлăх пек регистрацилеме май парса кадастра кӗртеççӗ. Пулă тытма, канма юрать. Кăвайт чӗртме, палаткăсем лартма ятарлă вырăнсем пулаççӗ.  Шыв сыхлавӗн зонинче автомобиль лартмалли вырăнсем пулмаççӗ. Заказник администрацийӗ ку ыйтусене йӗркелесе пырассине йăлт хăй çине илет.
Спикер палăртнă тăрăх, заказник территорийӗнче ӗлӗкрех хăйăр кăларассипе ӗçсем пыни ландшафта, территорин экологине пысăк сиен кӳнӗ. Право сыхлакан органсем хутшăнсан тин ку ӗç чарăннă. 2017 çулта Ешӗлвар районне кӗрекен Атăл участокӗнче наукăпа тӗпчев ӗçӗсене ирттерме ӗç ушкăнӗ йӗркеленӗ. Пӗрремӗш ларурах тунă докладсем тăрăх, территори аталанăвӗн концепцийӗ палăрнă. Куйбышев водохранилищинчи утравсене пӗр çыхăмра пăхса тухма йышăннă. Концепци 2013 çулта Раççей Федерацийӗнче Атăл çинчен йышăннă декларацин положенине те туллин тивӗçтернӗ.
Фаяз Шакиров сăмахӗсемпе,  çутçанталăк заказникне йӗркелессипе ӗçсем 2019 çул тăршшӗпех пынă. Хӗллехи вăхăтра Атăлти пулăсене вилесрен сыхласа тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ, 60 ытла вакă чавнă. Тутарстан Атăла сыватассипе наци проекчӗсене хутшăнса та нумай проект пурнăçланă. 2020 – 2022 çулсенче ку тӗлӗшпе федераллă бюджетран 6 миллиард тенкӗ куçарма палăртнă. Хальхи вăхăтра республикăри 8 объектра тасатмалли сооруженисене çӗнетессипе ӗç пырать.  
Заказникри чӗрчунсемпе ӳсен-тăран тӗнчи çинчен ТР Наукăсен академийӗн Экологипе тата çӗр айӗнчи пурлăхсене кăларассипе çыхăннă проблемăсен институчӗн наука енӗпе ӗçлекен директорӗ Дмитрий Иванов питӗ кăсăклă каласа пачӗ. Ун сăмахӗсемпе Атăл утравӗсенче 648 тӗрлӗ ӳсен-тăранпа 120 тӗрлӗ чӗрчун пурăнать. Наука ӗçченӗн шучӗпе, çак пурлăха упрасси министерствăсемпе ведомствăсен ӗçӗ пулнисӗр пуçне кашни гражданăн явапӗ те. Çынсене вăл çутçанталăка упрама, перекетлеме чӗнсе калаçрӗ.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗкре Ф.Батков,
tatarstan.ru сайтран

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: