Сувар

Çӗнтерекенсене ялан парнесем параççӗ

Тăватă ăмăртăвăн пӗтӗмлетӗвӗпе пӗтӗмӗшле зачетра Тутарстан Республикин комади çӗнтернӗ

Марий Эл шӗкӗр хулинче Федерацин Атăлçи округӗнчи шкул ачисен Интеллектуаллă олимпиадин çӗнтерӳçисемпе призерӗсене чысланă.   

Ачасем икӗ кун хушшинче «Программирование», «Робототехника», «Решение изобретательских задач» программăсенче тата «Что? Где? Когда?» интеллектуаллă вăйăра çӗнтерессишӗн округри мӗн пур регионран 8-11 классенче вӗренекен 170 ача ăмăртнă. Командăсене регионсенчи суйлав турӗсенче çӗнтернӗ вӗренекенсене кӗртнӗ. Вӗсен пӗлӗвӗсене профессионаллă эксперт комиссийӗ хакланă.

Олимпиадăра çӗнтерекенсене Президентăн полномочиллӗ представителӗн Игорь Комаровăн пулăшаканӗ Владимир Колчин саламланă.

«Робототехника» направленийӗнче пӗрремӗш вырăна Марий Эл, иккӗмӗш вырăна Чăваш Ен, виççӗмӗш вырăна Пенза облаçӗн ачисем йышăннă.

«Программированире» Самар облаçӗн ачисем пӗрремӗш, Тутарстан ачисем иккӗмӗш, Удмурти ачисем виççӗмӗш.

Изобретени задачисене татса парассинче мала Удмурти, иккӗммӗш вырăна Тутарстан, виççӗмӗшне Ульяновск облаçӗ тухнă.

«Что? Где? Когда?» интеллектуаллă вăйăра каллех Удмурти çӗнтернӗ, иккӗмӗш вырăна Пермь крайӗн команди тухнă, виççӗмӗш вырăнта Самар облаçӗн ачисем.

Тăватă ăмăртăвăн пӗтӗмлетӗвӗпе пӗтӗмӗшле зачетра Тутарстан Республикин комади çӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырăна Удмурти сборнăйӗ  тухнă, малтисен ретне виççӗмӗш вырăнпа Самар облаçӗ кӗнӗ.

Çӗнтерӳçӗсене кубоксемпе тата дипломсемпе чысланă.

Сăнӳкерчӗксемпе Президентăн полномочиллӗ представителӗн пресс-служби тивӗçтернӗ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: