Сувар

Çӗр лаптăкӗ вырăнне укçа параççӗ

Пушкăртстан тӗслӗхне Тутарстанра та усă курсан юратчӗ

«Урал сасси» хаçат пӗлтернӗ тăрăх, Пушкăрстан Республикин пуçлăхĕ нумай ачаллă çемьесем çӗр лаптăкӗ ввырăнне укçа илме пултараççӗ. Радий Хабиров каланă тăрăх‚ çакă альтернативăллă вариант шутланать. Çынсем хăйсем тĕллĕн укçа е çĕр лаптăкĕ суйласа илме пултараççĕ.

 - Асăннă йышăну çăмăл килмерĕ. Çак ыйтăва татса парас тесе çулталăкĕпе ĕçлерĕмĕр. Эпир нумай ачаллă çемьесене альтернативăллă вариант сĕнетпĕр. Малашне нумай ачаллă çемьесем çĕр лаптăкĕ вырăнне 250 пин тенкĕ илме пултараççĕ. Мĕншĕн эпир çакăн пек йышăну турăмăр? Чăн малтан‚ вăл çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли чи хăвăрт пулăшу пулса тăрать. Çакна та палăртса хăвармалла‚ асăннă укçа-тенкĕпе çурт-йĕр условийĕсене  лайăхлатма е çĕр участокĕ çеç туянма пулать. Тепĕр енчен‚ бюджетри укçана шутларăмăр. Эпир сăмах панине тытăпăр. Анчах палăртнине пурнăçа кĕртме чылай вăхăт иртĕ. Мĕншĕн тесен çĕр лаптăкĕсене коммуникаципе çыхăнтарма‚ вĕсенче инфраструктура йĕркелеме нумай укçа-тенкĕ кирлĕ. Эпир нумай ачаллă çемьесем валли уйăрнă уй-хирсене пăхса çаврăнтăмăр. Вĕсенче пĕр-икĕ çурт çеç ларать. Территорийĕсене ĕçе кĕртмен. Чылай çемье çурт хăпартма укçа-тенкĕ çитереймест. Çĕр лаптăкне тивĕçсен те вĕсем унта çурт хăпартаймаççĕ. Çавăнпа эпир çакăн пек йышăну турăмăр‚ – тесе палăртнă Радий Хабиров.

Канашлу вăхăтĕнче пĕлтернĕ тăрăх‚ паянхи кун çĕр лаптăкне илме республикăра 16 пине яхăн çемье черетре тăрать.   

Ирида НОВИКОВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: