Сувар

Çурт хуçине 17179 тенкӗлӗх сиен кӳнӗ

И. тата К. тӗлӗшпе айăплава условлă тесе йышăннă, çулталăк та 6 уйăха тӗрӗслев вăхăчӗ палăртнă. Çак тапхăрта айăпланакансен куллен пурăнакан вырăна патшалăхăн ятарлă органне пӗлтермесӗр улăштарма юрамасть

2020 çулхи июнӗн 26-мӗшӗнче Аксу район сучӗ И. тата К. айăпланакансен енӗпе приговор йышăннă. Суд палăртнă тăрăх, К. тата И. 2019 çулхи октябрӗн 20-25-мӗшӗсенче çӗрлехи вăхăтра, маларах пӗр-пӗринпе калаçса килӗшсе, сăтăрла ӗç тăвас шухăшпа ют çуртăн верандин хупă алăкне пăта кăлармалли хатӗрпе тăпăлтарса уçнă та саккуна пăсса çурта кӗнӗ. Электроприборсем, сӗтел-пукан, вырăн тавраш, савăт-сапа тата кил-тӗрӗшре усă куракан ытти япаласене вăрласа тухнă. Çурт хуçине 17179 тенкӗлӗх сиен кӳнӗ.
Хур куракан çурт хуçи суд ларăвӗнче айăпланакансене ытла хытă айăплама хушман. Çак факт енӗпе йӗрке хуралçисем патне заявленипе тухнине вăл ялти хăш-пӗр çынсене малашне çакнашкал сăтăрла ӗç тăвасран «вӗрентсе» илес килнипе ăнлантарнă.
Суд айăпланакансене РФ УК 158-мӗш статйин 3-мӗш пайӗн «а» пунктӗнче пăхса тухнă преступление тунă тесе айăпланă, кашнинех пӗрер çула ирӗкрен хăтарма йышăну тунă.
РФ УК 73-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, И. тата К. тӗлӗшпе айăплава условлă тесе йышăннă, çулталăк та 6 уйăха тӗрӗслев вăхăчӗ палăртнă. Çак тапхăрта айăпланакансен куллен пурăнакан вырăна патшалăхăн ятарлă органне пӗлтермесӗр улăштарма юрамасть.
Çак айăплавран вӗсем лайăх урок илсе малашне кунашкал сăтăрла ӗçсем тăвасран асăрханасса шанас килет. Приговор, енсем йышăнупа килӗшмесӗр аслăрах суда çырмасан, вунă кунран саккунлă вăя кӗрет.

Аксу район сучӗн пресс-служби.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: