Сувар

Çынсем банк картисемпе тӳленӗрен суя укçа çаврăнăшӗ сахалланнă

Купюрăсене мӗнле тӗрӗслемеллине Раççей Банкӗн сайтӗнчи «Банкноты» и «Монеты» уйрăмӗнче тӗплӗн çырса кăтартнă

2020 çулăн 2-мӗш кварталӗнче Тутарстанри банк системинче 91 суя купюра асăрханă. Ку кăтарту пӗлтӗрхи çак вăхăтринчен кăшт сахалтарах та. Чи нумай подделка – 5 пин тенкӗлӗх купюрăсенче тесе пӗлтерет ТР Нацбанк пресс-служби.
Анлă сарăлнă суя купюрăсенчен иккӗмӗш вырăнта 1 пин тенкӗлӗххисем тăраççӗ, вӗсене 19 штук тупнă. Пӗр 100 тенкӗлӗхе шута илмесен Раççей Банкӗн ытти укçисене подделка тунине асăрхаман.  

Суя ют çӗршыв укçисене те асăрхаççӗ иккен Раççейре. Кăçалхи иккӗмӗш кварталта Тутарстанра пӗр 20 евролăх суя купюрăна асăрханă.

Купюрăсене мӗнле тӗрӗслемеллине Раççей Банкӗн сайтӗнчи «Банкноты» и «Монеты» уйрăмӗнче тӗплӗн çырса кăтартнă.

Онлайн-тӳлевсем ӳснипе Тутарстанра фальшивка-укçассем сарăласси чакнă. Çапла 2019 çулта республикăра пурăнакансем банк картисемпе таварсемпе услугăсемшӗн 454 млрд тенкӗлӗх тӳленӗ. Ку кăтарту виçӗмçулхинчен 26 процент ытларах.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: