Сувар

Çырчалли чăвашӗсем «Дакар – 2020» призерӗпе тӗл пулчӗç

Концерт пуçланиччен Çырчалли чăвашӗсем чăваш халăх сувенирӗсемпе атрибучӗсен куравӗпе паллашрӗç. Çавăн пекех хамăрăн паллă ентешпе – «КАМАЗ-мастер» командăн штурманӗпе, «Дакар – 2020» халăхсен хушшинчи ралли призерӗпе Дмитрий Никитинпа курса калаçма, тӗрлӗ ыйтусем пама, пӗрле сăн ӳкерӗнме, спортсменăн çитӗнӗвӗсем çинчен калакан сăнӳкерчӗксемпе, тӗнче шайӗнчи ăмăртусенче илнӗ кубоксемпе паллашма пултарчӗç. Дмитрий Çырчаллинчи ЧНКЦ хастарӗсен, «Чӗкеç» ансамбльте юрлакан Иринăпа Николай Никитинсен ывăлӗ. Кун пек пӗлтерӗшлӗ мероприятисенче ашшӗпе амăшне яланах тӗрев пама тăрăшать вăл.

Мартăн 1-мӗшӗнче Çырчаллинчи «Çăлкуç» Туслăх Çуртӗнче Чăваш культурин кунӗсен шайӗнче пысăк концерт пулчӗ. Хулари чăвашсене фойере Аксу районӗнчи Сергеевский ялӗнчен килнӗ «Пилеш» ансамбль çăкăр-тăварпа кӗтсе илчӗ.

Концерт пуçланиччен Çырчалли чăвашӗсем чăваш халăх сувенирӗсемпе атрибучӗсен куравӗпе паллашрӗç. Çавăн пекех хамăрăн паллă ентешпе – «КАМАЗ-мастер» командăн штурманӗпе, «Дакар – 2020» халăхсен хушшинчи ралли призерӗпе Дмитрий Никитинпа курса калаçма, тӗрлӗ ыйтусем пама, пӗрле сăн ӳкерӗнме, спортсменăн çитӗнӗвӗсем çинчен калакан сăнӳкерчӗксемпе, тӗнче шайӗнчи ăмăртусенче илнӗ кубоксемпе паллашма пултарчӗç. Дмитрий Çырчаллинчи ЧНКЦ хастарӗсен, «Чӗкеç» ансамбльте юрлакан Иринăпа Николай Никитинсен ывăлӗ. Кун пек пӗлтерӗшлӗ мероприятисенче ашшӗпе амăшне яланах тӗрев пама тăрăшать вăл.

Икӗ сехете тăсăлнă концерта çавăн пекех ТАССР 100 çул, Аслă Çӗнтерӳ 75 çул тултарнине халалланăччӗ. Хулари «Чӗкеç», «Путене», Аксу районӗнчи Сергеевский ялӗнчен килнӗ «Пилеш» ансамбльсен пултарулăхӗ пурне те килӗшрӗ.

Çырчаллинчи ЧНКЦ председателӗ А.Павлов пултарулăх ушкăнӗсене чӗререн тав турӗ, Тав хучӗсем парса чысларӗ. Юлашкинчен пурте икерчӗпе йăва çисе, чăваш сăри ӗçсе Çăварние ăсатрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-канале Татмедиа


Нравится
Поделиться:
Реклама
Комментарии (0)
Осталось символов: